ПУЛТАРУЛЛĂ ТУХТĂР
Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче çуралса ỹснĕ Надежда Трубина пĕчĕкренех врач пулма ĕмĕтленнĕ. 1987 çулта 17 çулти хĕр Шупашкарти университета çул тытнă. Пысăк конкурс витĕр тухса, экзаменсене ăнăçлă парса сиплев факультечĕн студентки пулса тăнă вăл. 1993 çулта мал ĕмĕтлĕ хĕр врач дипломне илнĕ. Çав çулах ăна Шăмăршă районĕнчи тĕп больницăна ĕçлеме янă. Кунти поликлиникăра ăна врач-эндокринолог пулма çирĕплетнĕ. Унтанпа вăл пĕр улшăнми çак должноçрах ĕçлет. 1995 çулта çамрăк врач Кахăрлă шăхаль каччипе Сергей Петровпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Петровсен туслă çемйинче 2 ача çитĕнет. Надежда Николаевнăн тивĕçĕсем _ кăткăс та яваплă. Щит евĕрлĕ парсен, сахăр диабечĕн чирĕсене тупса палăртасси диагноз лартса сиплев курсĕ валли эмел рецепчĕ çырса парасси, тĕрлĕ анализсем илме, флюрографи тĕрĕслевĕсем ирттерме направлени хатĕрлесси, чир иртсе кайнă хыççăн çĕнĕрен тĕрĕслесси тата ытти те унăн тивĕçне кĕрет. Кунсăр пуçне терапин тĕрлĕ чирĕсем енĕпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăнать. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн Надежда Николаевна вĕсене врач заключенийĕ çырса парать. Шкулсенче иртекен медицина тĕрĕслевĕсене те активлă хутшăнать вăл. Н.Н.Петрова врача Ф.Ф.Азизова медсестра пулăшса пырать. Медработниксем чирлисене поликлиникăра яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ, вĕсен ыратăвне май килнĕ таран çăмăллатма тăрăшаççĕ. Кабинет çумĕнче "Сахăр диабечĕпе чирлисен шкулĕ" чылайранпа ĕçлет. Кунта чирлисене тивĕçлĕ консультацисем параççĕ, килти условисенче сиплев процедурисене ирттерме вĕрентеççĕ. Çак кунсенче хамăр ялти _ Ярăславри ĕç ветеранне, иккĕмĕш ушкăн инвалидне В.П.Морозова тĕл пултăм. Нумаях пулмасть районти поликлиникăра пулнă иккен Василий Порфирьевич. Н.Н.Петровапа Ф.Ф.Азизова пирки вăл чи ăшă сăмахсемпе аса илчĕ, хăйне кăмăллăн кĕтсе илнĕшĕн, çийĕнчех тивĕçлĕ пулăшу панăшăн вĕсене тав сăмахĕсем район хаçатĕнче çырма ыйтрĕ. Опытлă медработниксене тав тăвакансем районта чылай.