ПЫСĂК ĂСТАЛĂХПА, ЧУН ĂШШИПЕ...
Раççейри медработниксен уявĕ умĕн пирĕн корреспондент "Шăмăршă район больници" муниципаллă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн тĕп врачĕпе О.И.Львовпа тĕл пулса калаçнă, ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _Олег Иванович, чи малтанах кадрсен ыйтăвĕ çинче чарăнса тăрар пулĕ. Районта пурĕ миçе медицина ĕçченĕ вăй хурать? Кадрсем çителĕклĕ-и? _Сиплев учрежденийĕсенче 31 врач, 153 медсестрапа фельдшер тата акушерка, 90 санитарка ĕçлет. Е.В.Долгова, А.П.Анчунова, А.Я.Семкин "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. С.В.Кудряшов врача "Раççейри сывлăх сыхлавĕн отличникĕ" знакпа чысланă. Кадрсем пирки каласа пулсан, медицина училищисем пĕтернĕ ятарлă вăтам пĕлỹллĕ специалистсем çителĕклĕ. Врачсем çитмеççĕ. Района çемье тухтăрĕ, ача-пăча тата шăл врачĕсем, хирург, реаниматолог-анестезиолог кирлĕ. _Халĕ районта сиплев ĕçĕ мĕнлерех пыни çинчен кĕскен те пулин каласа параймăр-ши? _Медицина отрасльне 2005 çул валли бюджетран 24 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак суммăран работниксене ĕç укçи тỹлемелле, вĕсене коммуналлă çăмăлăхсемпе тивĕçтермелле, халăха сиплеме эмелсем туянмалла, хуçалăх ĕçĕсене тумалла. Бюджет укçине расхутласси планпа килĕшỹллĕн пырать. Кунсăр пуçне, "Ветерансем çинчен" Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, граждансене çăмăллатнă майпа эмелсемпе тивĕçтерсе тăма бюджетран 570 пин тенкĕ уйăрнă (кунта Федерации шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансем кĕмеççĕ). Ветерансене район администрацийĕ те тимлĕхре тытать, вĕсене çăмăллăхсем пама 120 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Чирлисем валли стационарта 129 койка-вырăн пур. Вĕсем тỹлевсĕрех сипленеççĕ. Райадминистраци тăрăшнипе, кăçал чирлисене шприцсем тата юн, медицина препарачĕсем ямалли хатĕрсене те укçа тỹлемесĕрех паратпăр. Сăмах май каласан, кỹршĕллĕ районсенче вĕсемшĕн тỹлеççĕ. Чирлисене кăнтăрла сиплемелли койка-вырăнсем - 29. Сиплев процедурисене илнĕ, выртса каннă хыççăн ку майпа сипленекенсем килĕсене саланаççĕ. Чирлисем поликлиника пулăшăвĕпе усă курса, килти условисенче те сипленеççĕ. _Стационарта талăкĕпех сипленекенсене вĕри апатпа пĕр тикĕс тивĕçтеретĕр-и? Амăшĕсен кăкăр сĕчĕ çителĕксĕр пепкесем валли унчченхи пекех хушма апат уйăратăр-и? _Стационарти условисенче сипленекенсем куллен виçĕ хутчен апатланаççĕ. Апат пуянрах калориллĕ пултăр тесе тĕрлĕ майсемпе усă куратпăр. 2 çул тултарман пепкесене сĕт хутăшĕпе, типĕ пăтăпа тата аш-какайран хатĕрленĕ пюрепе пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăратпăр. Ку енĕпе йывăрлăхсем çук. _2001 çултан пуçласа, пирĕн районта çемье тухтăрĕсен офисĕсем уçăлма пуçларĕç. Вĕсен ĕç-хĕлне мĕнлерех хаклатăр эсир? _Лайăх кăна. Пăчăрлă Пашьелĕнче, Анат Чаткасра, Палтиелĕнче тата Чукалта çемье тухтăрĕсен офисĕсене уçни халăхшăн питĕ меллĕ. Вĕсене паянхи куна тивĕçтерекен медицина аппарачĕсемпе, тĕрлĕ оборудованипе, сĕтел-пуканпа, "Васкавлă пулăшу" автомашинисемпе тивĕçтернĕ. Офиссенче тивĕçлĕ квалификациллĕ медработниксем ĕçлеççĕ. Асăннă ялсенче тата вĕсен таврашĕнче пурăнакансем халĕ районти тĕп больницăна килмесĕрех, вырăнтах тивĕçлĕ медицина пулăшăвне илсе тăраççĕ. "Васкавлă пулăшу" машинипе чирлисене райцентра илсе килнĕ тĕслĕхсем халĕ сахалтарах пулаççĕ. Офиссенчи медработниксем çемьесенчи вăл е ку чирпе аптракан çынсене компьютер программине кĕртеççĕ, сиплев результачĕсене кашнийĕнчех унта палăртса пыраççĕ. Вăхăт çитсен, ăна сиплеве чĕнтерсе илеççĕ. Медицина тĕрĕслевĕсен, прививка мероприятийĕсен результачĕсем те компьютер программинче хăйсен вырăнне йышăнаççĕ. Кĕскен каласан, çемьен кашни членĕ медицина ĕçченĕсен тимлĕхĕнче тăрать. Офиссем уçăлни профилактика ĕçне те чылай çỹллĕрех шайра йĕркелеме май парать. Чире шала ямасăр, çийĕнчех сиплесси, чирлĕ çын чирĕ çемьен тепĕр членĕ çине ан куçтăр тесе тимлесси, чиртен сыхланса пурăнма вĕрентесси, медицина тĕрĕслевĕсемпе прививка мероприятийĕсем витĕр кашни çынна кăларасси, ачасен, ватăсен сывлăхне ытларах тимлĕх уйăрасси тата ытти те офиссенче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çемье тухтăрĕн офисĕсенче _ 15 койка-вырăн шутланса тăрать. Чирлисем кăнтăрла сипленеççĕ. Сывлăха тĕплĕн тĕрĕсленĕ, эмел илме рецепт çырса панă хыççăн, чылайăшĕ килти условисенче сипленет. Йывăртарах чирлисем патне медицина ĕçченĕсем хăйсем те çỹреççĕ. _Çемье тухтăрĕн офисĕсем районта татах та уçăлаççĕ-и? _Паллах. Кăçал виççĕмĕш кварталта райцентрта çакнашкал тепĕр офис йĕркелеме палăртнă. Офис икĕ участока пĕрлештерсе тăрĕ. Пĕр участока _ Е.Н.Мандрюкова, теприне О.В.Полковникова врачсем ертсе пырĕç. _Профессилле уяв умĕн чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен врачсен, фельдшерсемпе медсестрасен, акушеркăсен, санитаркăсен хушамачĕсене асăнса хăвараймăр-ши? _Тархасшăн. Çỹлерех асăннă хисеплĕ ятсемлĕ врачсемсĕр пуçне _ Н.Ильина, С.Кириллов, А.Любимова, С.Низамова, Л.Яковлева, И.Смирнова, Н.Петрова, Н.Полякова, З.Федорова, Л.Кузнецова, Л.Кудряшова, О.Полковникова, М.Халитов, В.Никифоров, И.Поляков, Н.Сергеев, Н.Яковлев, Х.Гайфуллин, Д.Уресметов врачсем, ятарлă вăтам пĕлỹллĕ медработниксем _ В.Кузьмина, Е.Кочкомазова, А.Андреева, З.Леонтьева, Т.Стефинова, Ф.Низамова, С. Терентьева, Л.Ершова, А.Вахитова (Палтиел), А.Гаврилова (Карапай Шăмăршă), Г.Симурзина (Чукал), санитаркăсем _ П.Лукьянова, Нинăпа Мария Тихоновасем, Н.Мердеева, М.Юнкерова, Н.Долгова тата ыттисем хăйсен тивĕçне профессилле ăсталăхпа туса пынине палăртмалла. Юлашкинчен районти мĕн пур медицина ĕçченĕсене профессилле уяв ячĕпе чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатăп, çирĕп сывлăхпа иксĕлми телей, йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп.