Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПАРХАТАРЛĂ ĔÇРЕ _ 35 ÇУЛ

Ырă кăмăллă хĕрарăма _ Л.В.Екимована районта чылайшĕ лайăх паллать. Районти тĕп больницăри поликлиникăра хĕрарăмсен консультацийĕ кабинетĕнче акушерка пулса вăй хурать Любовь Васильевна. Хĕрарăмсен гинекологи тата кăкăр чирĕсене çИйĕнчех тупса палăртас, вĕсене вăхăтра сиплеме пуçăнма тивĕçлĕ мерăсем йышăнас тĕлĕшпе нумай ĕçлет вăл. Хĕрарăмсем тата хĕрсем _ пулас ача амăшĕсем çирĕп сывлăхлă пулччăр, тесе тăрашть, тĕрĕслевсен тата анализсен результачĕсене врачсем патне вăхăтра тăратать. Кабинета тĕрĕслеве килнисемпе яланах ăшшăн кĕтсе илет. Любовь Васильевна, тĕрлĕ процедурăсене пурнăçланă хыççăн кăмăллăн ăсатса ярать. Л.В;Екимова _ районти чи ответлă акушеркăсенчен пĕри. медицинăн пархатарлă çулĕ çине 1970 çулта, Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн, тухнă. малтанах район больницин ача çураттаракан уйрăмĕнче тăрăшнă, 1975 çултанпа вара пĕр улăшнми поликлиникăри хĕрарăмсен консультацийĕн кабинетĕнче ĕçлет. Хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа туса пынă май, Л.В.Екимована коллективра та, пациентсем те пысăк хисепе хураççĕ. Çуралнăранпа 55 çул тултарнă май, Любовь Васильевнăна пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июня 2005
00:00
Поделиться