Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САВĂНТАРАÇÇĔ АЧИСЕМ КĔРЛЕСЕ

Шавласа иртсе кайрĕ Шăмăршă Акатуйĕ. Уявра ĕç паттăрĕсене халăх умĕнче чыс-хисеп турĕç. Çав йышра "Яблоневка" ЗАО водителĕ Иван Андреев та пурччĕ. Ăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан преми парса хавхалантарчĕç. Вăтăр çул çитет часах Иван Андреев автомашина рулĕ умне ларнăранпа. Ялти ятлă-сумлă çын вăл, хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă тытма тăрăшать. Юлашки çулсенче бензовозпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарать, ял хуçалăх машинисем тухăçлă ĕçлеччĕр тесе вăй-халне шеллемест. Мăшăрĕпе _ Галина Витальевнăпа пилĕк ача çуратса ỹстереççĕ. Çакна каламалла: Андреевсен ачисем пурте лайăх вĕреннипе палăрса тăраççĕ. Асли _ Андрей _ Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетран тата кунти аспирантурăран вĕренсе тухнă. Ун хыççăнхисем _ Виталийпе Федор та çак университетрах пĕлỹ илеççĕ. Шутласа пăхсан, хресчен ачисем çакăн пек чаплă вĕренỹ заведенийĕнче вĕренме пултарни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Праски ятлă хĕр ачи те тетĕшĕсем пекех нумай вĕренесшĕн. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра ăс пухать, ĕмĕчĕ вара _ Мускав университетне вĕренме кĕресси. Кĕçĕ ывăлĕ _ Чукал шкулĕн пиллĕкмĕш класне çỹрекен Миша та ашшĕпе амăшне тăрăшулăхĕпе савăнтарать. Кам пĕлет, тен вăл та çĕршыври чи паллă университет студенчĕ пулĕ. ЧЫЛАЙЧЧЕН калаçса лартăмăр Иван Андреевпа. Ачисем экзаменсемпе зачетсене ăнăçлă тытни, ыттисенчен пысăкрах стипенди илсе тăни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ вăл. Андреевсен çемйинчен паллă çынсем тухасса çирĕп ĕненетĕп эпĕ. Çапла пултăрччĕ!



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июня 2005
00:00
Поделиться