Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АЧАСЕМ ВАЛЛИ _ ИНТЕРЕСЛĔ МЕРОПРИЯТИСЕМ

Парксемпе садсен çулталăкне халалласа, "Йĕри-тавралла пăхса тĕлĕн" ятпа, июнĕн 16- мĕшĕнчен пуçласа районти ача-пăча библиотекинче экологипе краеведени вулавĕсем иртеççĕ. Вĕсем августăн 30-мĕшĕчченех пыраççĕ. Ỹсен-тăрансен тĕнчипе çыхăннă кĕнекесен выставкин презентацине йĕркеленĕ хыççăн тăван тавралăха сыхлассипе çыхăннă ỹкерчĕксен конкурсĕ пулать. Ун хыççăн творчество ĕçĕсен (сăвăсем, пĕчĕк калавсем, чечек çыххисен тата ỹсен-тăрансене çыпăçтарса хатĕрленĕ композицисем) конкурсĕ, "Хамах сад лартса ỹстертĕм", "Тупмалли юмахсем шырама эп каятăп вăрмана" викторинăсем, "Шурлăх вулавĕсем" (шурлăхсенчи ỹсен-тăрансемпе чĕрчунсен тĕнчи) ирттерме палăртнă. Çапла вара, районти ача-пăча библиотеки ачасене çуллахи каникул тапхăрĕнче интереслĕ мероприятисене йыхравлать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июня 2005
00:00
Поделиться