Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛ ИЛЕМĔ _ ХАМĂРШĂН

Шăмăршă Акатуйĕнче, ĕç паттăрĕсене чысланипе пĕрлех, "Чи илемлĕ ял", "Чи лайăх урам", "Чи тирпейлĕ территори" конкурссен çĕнтерỹçисене те палăртрĕç. "Чи илемлĕ ял" ята Пăчăрлă Пашьел ялĕ, "Чи лайăх урам" ята _ Палтиелĕнчи Октябрь урамĕ, "Чи тирпейлĕ территори" ята Шăмăршăри Культура Керменĕ çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Анат Чаткаспа Пуянкасси ялĕсем те конкурса хастар хутшăннине палăртрĕç. Ырри, лайăххи, палах, чуна савăнтарать, тăван район çыннисем тирпей-илемшĕн ытларах тăрăшма тытăннишĕн мухтанас та килет. Нумай ял админитсрацийĕ халăх хушшинчи ăнлантару ĕçне анлăн сарса янă, çурт умĕнче тирпей тума тăрăшманнисене çирĕп асăрхаттараççĕ. Парксемпе садсен çулталăкне хутшăнса, кашни ялтах йывăçсемпе тĕмсем чылай лартрĕç, чечек клумбисем те куçа илĕртеççĕ. Çапах та пурте тирпей-илемшĕн тăрăшаççĕ тесе калама иртерех-ха. Шел те, хăш-пĕр урамсенче çав-çавах йĕрке сахал, çурт умĕсенче вутă-шанкă, стройматериалсем, çỹп-çап йăваланса выртнине те асăрхама пулать. Акă, иртнĕ кунсенче кăна Раççейри куçми пурлăхăн Чăваш республикинчи управленийĕн рейд бригади Шăмăршăра икĕ çынна, Патирекре _ икĕ, Васанта _ тăватă, Палтиелĕнче _ пĕр, Кахăрлă Шăхалĕнче пĕр çынна 500-шер тенкĕ штраф тỹлеттернĕ, çирĕме яхăн çынна тирпей-илемшĕн тăрăшманшăн хытă асăрхаттарнă. Палăртнă вăхăтра та çурт умне тирпейлемесен, вĕсен штраф тỹлеме тивĕ. Пĕр шутласан, йĕрке тума нумай та вăхăт кирлĕ мар вĕт-ха. Урамри вĕлтĕрене çавапа çулса пăрахма, çурт умне шăлса-тирпейлесе тăма кашниех вăй çитерет. Çук вĕт, ỹркенетпĕр, тирпейлĕ пурăнакан çынсенчен ырă тĕслĕх илместпĕр. Çавна пулах тăван ял, район ятне яратпăр, ыттисем чунтан тăрăшнине хакламастпăр. Пур ялшăн та ырă тĕслĕх пулса тăмалли Шăмăршăра та ирпе тỹнтерле ỹкерчĕксем асăрхама пулать. Унта та кунта пирус тĕпĕсем, пушаннă сăра кĕленчисем, ытти çỹп-çап выртаççĕ. Юнашарах урна та пур _ çук вĕт, аяккине пăрахаççĕ. Çакна никам та мар, çамрăксем тăваççĕ, çĕрле никам та курмасть тесе иртĕхеççĕ пуль. Урама тирпейлекенсен йывăр ĕçне хисеплеме пĕлмеççĕ. Ял илемĕшĕн пурсăмăрăн та _ ваттин те, вĕттин те тăрăшмалла, хамăр ял тирпейлĕ те илĕртỹллĕ пулнишĕн мухтанма пĕлмеле. Атьăр-ха пурте район патриочĕсем пулар, тăван Шăмăршă тăрăхĕн ырă ятне татах та çĕклессишĕн вăй хурар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июня 2005
00:00
Поделиться