Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫЛТĂНАХ ПУЛЬ АЛЛИСЕМ

Карапай Шăмăршă шкулĕнче "Вăрман фантазийĕ" ал ĕç кружокĕ уçăлнăранпа 10 çул çитрĕ. Г.А.Деомидов учитель ертсе пынипе, ачасем йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталаççĕ. С.Железов, Н.Сергеева, Т.Аблогина, И.Медведева, А.Чугунов, Н.Сидоров, И.Михайлов, А.Давыдов ăсталанă япаласене пĕрре çеç мар тĕрлĕ выставкăсенче кăтартнă. Кăçалхи Акатуйра та учитель пуян выставка йĕркелерĕ. Йывăçран эрешлесе тунă чĕреспе алтăра, ывăса, чашăк-тирĕке курсан, Акатуй хăнисем питĕ тĕлĕнчĕç. "Ылтăнах пуль сирĕн аллăрсем!", - терĕç вĕсем кружок ĕçне пысăк хак панă май.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июня 2005
00:00
Поделиться