Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ялти спорт уявĕ

Кивĕ Шăмăршăри культура ĕçченĕсем ял халăхĕ валли тĕрлĕ мероприятисем ирттерме тăрăшаççĕ. Акă, нумаях пулмасть ялта чăн-чăн спорт уявĕ иртрĕ. Çамрăксемпе ватăсем, ушкăнăн-ушкăнăн йĕркеленсе виçĕ командăна пайланчĕç: анаткассем, тукассем, çĕнĕкассем. Кашни коммандăрах 25-шер çын. Хĕрсем 500 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Финиша чи малтан Тукас хĕрĕ Марина Кудряшова çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна вара Клава Ларионовапа (Антакас) Оля Яковлева (Тукас) пайларĕç. Каччăсем вара 1000 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Кунта каллех Тукас йĕкĕчĕсем маттуртарах пулчĕç. Саша Маштаковпа Женя Кудряшов ыттисене чылай кая хăварса малти вырăнсене çĕнче илчĕç. Павлик Осипов (Анаткас) _ виççĕмĕш. Тепĕр дистанцире вара тĕрлĕ çулти арçынсем ăмăртрĕç. Чи ватти _ ялти хисеплĕ çын, вăрçă тата спорт ветеранĕ Федор Каргин. 82-пе пырать пулсан та спортпа туслă-ха ветеран, вăй-халĕ çирĕп. Ку дистанцире Николай Ендиеров, Михаил Антонов, Станислав Ястребов малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. 50-ри арçынсем те чупса ăмăртни спорт уявне тата та илем кỹчĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче те тĕрлĕ çултисем пур. Акă, 25-30-ти çамрăк ача амăшĕсемпе пĕрлех ялти ватăсем те Светлана Козловапа Нина Ларшникова 200 метрлă дистанцие çăмăллăнах чупса тухрĕç. Чи пултаруллисем вара Наташа Макарова, Оля Сатарова, Ира Самарина. Ачи-пăчи те, ашшĕ-амăшĕсенчен тĕслĕх илсе, старта хавхалансах тухрĕ. Ялти пуçламăш шкулăн 1-мĕш класĕнче вĕренекен Диана Ястребовапа Юлия Сатарова маттур пулчĕç. Çапах та 5-ри Катя Ларшникова вара пуринчен те хăвăртрах чупса тухса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Арçын ачасем хушшинче пĕртăван Игорьпа Коля Самаринсем, Коля Поляков та чи пултаруллисем пулчĕç. Çемьесен командисем эстафетăра вăй виçрĕç. Кашни урамран пĕрер çемье тухрĕç старта: Тукасри Антоновсем, Анаткасри Ендиеровсем, Çĕнкасри Ястребовсем. Хĕрỹ ăмăртура Антоновсен çемьи мала тухса çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Юлашкинчен виçĕ касри командăсем вăй виçрĕç. Кунта тукассем вăйлăрах пулни курăнчĕ, вĕсем финиша чи малтан çитрĕç. Çĕнтерỹçĕсене чыслама районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ А.В.Максимов спонсор пулса пулăшрĕ. Тепĕр кунхине вара, тахçанах çирĕпленнĕ йăлапа, çамрăксем ял çумĕнчи спорт площадкине пухăнчĕç. Кунта Олег Каргин паллă футболиста асăнса, унăн ячĕллĕ кубока çĕнсе илессишĕн турнир иртрĕ. Малтанах Кивĕ Шăмăршă çамрăкĕсен командипе Виçпỹрт Шăмăршă команди тупăшрĕç. Вăйă 2:1 шутпа, кивĕшăмăршăсем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Кăштах каннă хыççăн виçпỹртсен кивĕшăмăршăсен спорт ветеранĕсен командипе выляма тиврĕ. Çамрăклăх çамрăклăхах ĕнтĕ: виçпỹртсем ветерансене 2:1 шутпа парăнтарчĕç. Юлашкинчен вара Кивĕ Шăмăршă çамрăкĕсен команди ветерансемпе вылярĕ. Вăйă 3:1 шутпа, çамрăксем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Çапла вара О.Каргинăн кубокĕ кăçал та ялти çамрăксен аллинчех юлчĕ. Çĕнтерỹçĕсене О.Каргинăн тăван шăллĕсем Арсентийпе Леонид тата ашшĕ, вăрçă ветеранĕ Ф.П.Каргин хаклă парнесем тата куçса çỹрекен ятарлă Кубок парнелерĕç. Турнира йĕркелесе ирттерме Васан ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.В.Ястребов нумай вăй хучĕ. "Карлинская" агрофирма директорĕ И.М.Абсалямов, хамăр ял ачи, халĕ Шăмăршăра пурăнакан Валерий Козлов, О.Каргинăн тăван шăллĕсем Леонидпа Арсентий спонсорсем пулса пулăшрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 июня 2005
00:00
Поделиться