Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял çыннисем информаци культурине ỹстерессишĕн

Библиотекăсен пуянлăхĕ _ кĕнекесем, хаçат-журналсем, электронлă изданисем. Ял çыннисем хăйсене кирлĕ çĕнĕ информацисем илсе тăччăр тесе, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2003 çулхи майăн 7-мĕшĕнче "Чăваш Республикинчи ялсенче тĕслĕх библиотекисем йĕркелесси çинчен" Указ кăларчĕ. Çак Указа пурнăçлассинче район админитсрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев районти библиотекарьсене пысăк пулăшу парса пычĕ. Паянхи кун районта 5 тĕслĕх библиотеки ĕçлет. Майăн 27-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕнче, Пуянкасси ялĕнче те тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Райадминистраци пулăшнипе кунти вулав çуртĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, çĕнĕ сĕтел-пуканпа пуянлатнă. Тĕслĕх библиотекисем халĕ район халăхĕшĕн паха информаци илмелли центрсем пулса тăчĕç. Вĕсенче учительсемпе вĕренекенсене, тĕрлĕ профильпе ĕçлекен специалистсене, пенсионерсене, суту-илỹ работникĕсене, предпринимательсене тата ытти профессиллĕ çынсене курма пулать. Районти библиотекăсенче вулакансен йышĕ кашни çул ỹссех пырать. Хальхи вăхăтра районта 13.875 вулакан шутланса тăрать, 2004 çулта вĕсем 35 пин ытла кĕнеке илсе вуланă. Кĕнекесен фончĕсем _ пуян. Илемлĕ литературăсăр пуçне, библиотекăсенче правăпа, экономикăпа, маркетингпа, менеджментпа, бухгалтери учечĕпе, политиологипе, социологипе, историпе, экономикăпа çыхăннă учебниксем те чылай. "Тăван çĕршывăн кинофильмĕсен ылтăн фончĕ" ярăмри видеофильмсене те ял çыннисем питĕ килĕштереççĕ. 2004 çулхи февральте Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин районти тĕп библиотекăпа кăмăллăн паллашрĕ, паха кĕнекесемпе пĕрлех, асăннă видеофильмсен коллекцине те парнелесе хăварчĕ. Тĕслĕх библиотекисене çỹрекенсен шучĕ 2 хута яхăн ỹсрĕ. Вĕсем, кĕнекесемпе пĕрлех, тĕрлĕ енлĕ информаци те илеççĕ. Çакнашкал библиотекăсем шкулта вĕренекенсене уроксене тĕплĕнрех хатĕрленме, реферат валли кирлĕ материалсем шыраса тупма, тĕрлĕ вăйăсем выляса, тавра курăма ỹстерсе пыма май параççĕ. Учительсем ятарлă вĕрентỹ дискĕсемпе усă курса литературăпа, георгафипе, историпе, математикăпа, ытти дисциплинăсемпе уроксем тăтăш ирттерме тытăнчĕç. Çавăн пекех, шкул программине кỹртнĕ писательсен произведенийĕсем тăрăх тĕрлĕ мероприятисем ирттересси те йăлана кĕчĕ. Эпир, библиотека ĕçченĕсем, компьютерсемпе пуянлатнă тĕслĕх библиотекисене ял çыннисем йышлăн çỹреме пуçланишĕн чунтанах савăнатпăр. Вĕсен информаци культурине ỹстересси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Библиотекăсенче вулакансемшĕн тивĕçлĕ условисем пулччăр, вĕсем хăйсене кирлĕ литературăна е электронлă информацие илме пултарччăр тесе, çине тăрса ĕçлеççĕ районти библиотекарьсем. Вулав çурчĕсем шал енчен те, тулашĕнчен те ял çыннисене илĕртсе тăччăр, вĕсемшĕн иккĕмĕш кил вырăнне пулччăр тесе вăй хураççĕ. Чи тăрăшуллă библиотекарьсен йышĕнче _ Л.И.Арбузова (Карапай Шăмăршă), Л.В.Орлова (Асанкасси), З.И.Карзанова (Кивĕ Чукал), Н.П.Федотова (Пуянкасси), Н.И. Тихонова (Энтĕрьел), тĕп библиотекăра ĕçлекенсем _ Н.Н.Дементьева, Н.П.Соргина, Людмилăпа Рада Владимировасем, И.В.Морозова тата ыттисем. Библиотекарьсем тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах йĕркелеççĕ, вĕсене ял çыннисене, çав шутра шкул ачисене те явăçтараççĕ. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине халалланă мероприятисене те сахал мар ирттернĕ. Районти библиотека ĕçченĕсем куллен халăхпа пĕрле пулма, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлсе тăма, тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 июня 2005
00:00
Поделиться