МАЛАРАХ ТĔПЛĔН ХАТĔРЛЕНСЕН ХĔЛ ХĂРУШĂ ПУЛМĔ
Çăва тухрăмăр кăна-ха. Ăшă çанталăк, хĕвеллĕ кунсем тăнăран кĕркуннепе хĕл çинчен шутлас та килмест темелле. Анчах вăхăт кĕтмест çав: çунана çу кунĕсенчех хатĕрлесе хума хистет. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тата социаллă ытти объектсем пирки те çакнах каламалла. Ку тĕлĕшпе ăçта мĕскер тума палăртнă-ха, ĕçсен калăпăшĕ пысăк-и? Шăпах çак ыйтусем тавра пынă та район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе В.К.Андроновпа хаçат корреспонденчĕ хушшинчи калаçу. _Шăмăршăсем паянхи ĕçе ырана хăварма хăнăхман, - тенĕ Владимир Кириллович калаçу пуçламăшĕнчех. _ Ку тĕлĕшпе, район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, ятарлă комисси туса хунă. Вăл ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленмелли ĕçсене сентябрь уйăхĕн вĕçне пĕтерме палăртнă. Унччен вара, тỹрех калас пулать, ĕçлемелли нумай-ха. _Владимир Кириллович, кун пек чухне цифрăсенчен ниепле те пăрăнса иртеймен... _Ăнлантăм. Укçа çине куçарса шутласан, юсав ĕçĕсем, котельнăйсемпе инженери сетьĕсене, оборудование хатĕрлесе çитермелли тăкаксем самаях пухăнаççĕ пулĕ тетĕп _ вĕсем нумай хисеплĕ цифрăсемпех танлашĕç. Килте те пăта çапмалли тупăнсах тăрать пулсан _ пушшех те. Çавăнпа та конкретлă цифра татса калама хĕн. Сăмахран, коммуналлă хуçалăхпа пĕрле кăна 500 пин тенкĕ таранччен хатĕрлев ĕçĕсем пурнăçламалла. _Чи пысăк ĕçсене илес пулсан? _Ман шутпа, хĕл умĕн пĕчĕк ĕç çук пек туйăнать. Тĕп тимлĕх _ муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен, вăтам шкулсен çивиттийĕсене тĕпрен çĕнетесси. Çак ĕçсене пурнăçлама çеç 900 пин тенкĕрен кая мар кирлĕ. Юсамалли, йĕркене кĕртмелли ытти хăш пĕр шкулсенче те пур. Нумай хваттерлĕ çуртсене илсен, 18 хваттерлĕ икĕ çурта юсамалăх укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. _Иртнĕ хĕл итогĕсем çинче чарăнса тăраймастăр-ши, Владимир Кириллович? _Кĕркуннепе хĕл кунĕсенче котельнăйсем пысăк аварие пула ĕçлемесĕр ларман, пĕчĕк кăлтăксене пула хутмасăр темиçе сехет таранччен тăнисем çеç пулнă. Çакăн пек чуна ыраттаракан тĕслĕхсем ăшă кунсенче тумалли ĕçсене вăхăтра пурнăçламаннипе, юсав ĕçĕсене ячĕшĕн кăна тунипе пулчĕç. Пĕр çуртра юсав тăвас тесен котельнăя сỹнтерме тивет, вĕри шыва хупакан крансем кивелнĕ. Çĕннине ылмаштарма укçа-тенкĕ çукки чăрмантарать. Е тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем, тĕрлĕ организацисенчи гаражсенче автомашина çума шыв илмелли крансем пурри те хурансене вăхăтсăр стройран кăлараççĕ. Ăшă паракан системăра ятарласа хатĕрленĕ шыв пулмалла. Çу уйăхĕнче çакăн пек крансене веçех касса тухмалла, унсăр тăкаксене чакарма çук. Халăха, организацисене ăшă сутасси тупăшлă пулмалла, пирĕн вара пулас тупăш юсав ĕçĕсем тума кайса пырать. Вĕри шыв паракан пăрăхсене те йĕркене кĕртмелле, утеплительсене çĕнетмелле. _Операторсем, сантехниксем, лаборант шанса панă ĕçре ответлăха туяççĕ-и? _Хĕл тапхăрĕнче ăшăтмалли оборудовани пĕр кăлтăксăр ĕçлетĕр тесен, операторсене маларах ĕçе илмелле, хутмалли сезон пуçланиччен темиçе кун вĕрентмелле. Хăть мĕнле отрасльте те çапла тăваççĕ. Эпир вара, хăнăхса кайнă йăлапа, кам маларах шабашкăран килсе ĕлкерет, çавна илетпĕр. Кăçал кадрсене суйласа илме район администрацийĕн те çине тăрса ĕçлемелле пулать. Миллионшар тенкĕ тăракан объектсене пĕли-пĕлми çынна шанса пама юрамасть. _Владимир Кириллович, пур çĕрте те лару-тăру йĕркеллех-и вара? _Хăрушшиех ытла темех çук. Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессине илсен, çакна каламалла. Август вĕçĕччен Анат Чаткасри ăшă трассине юсамалла, газ счетчикĕсене ылмаштармалла, ялти Культура çуртĕнчи котельнăйри пĕр хурана улăштарма тивет. Çавăн пекех, запаслăх 30 тоннăран кая мар çĕр кăмрăкĕ хатĕрлесе хăварма палăртнă, шкулсем валли вара _ 10 кубла метртан кая мар вутă тата 3 тоннăран кая мар çĕр кăмрăкĕ. Ытти çĕрте сивĕ кунсенче, котельнăйсене çут çанталăк газĕ çине куçарнăран, ăшă парас тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар. Пашьелпе Чукал тăрăхĕнчи шкулсенчи котельнăйсене газ çине куçарас ĕçе вĕçлемелле, июнь уйăхĕнче ятарлă комисси чĕнтерсе илмелле. Октябрь уйăхне хăварсан, пысăк чăрмавсем сиксе тухма пултараççĕ. Бюджетра ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Операторсем пурте вĕреннĕ çынсем пулччĕр тесен, вĕсене паянах вĕренме ямалла. _Сивĕ хĕл хăрушă пулмĕ апла? _ Шанăçа çухатас килмест. Çапла пултăрччĕ. Ваттисем калашле, çунана çуллах хатĕрлесе хăварасси ытларах хамăртан, вырăнсенче мĕнле ĕçленинчен нумай килет.