Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Акса хăвартăмăр

Тĕллев _ калчасене ăнăçлă пăхса ỹстересси Малтанласа çанталăк типĕ тăнăран, акса хăварнă вăрлăхсем начар шăтас е типпе юлас хăрушлăх та çук марччĕ. Юрать-ха юлашкинчен çине-çинех ăшă çумăрсем çурĕç те, калчасем чăшăлах çĕкленчĕç, халĕ чуна савăнтарса ешереççĕ. Эппин, йăлтах лайăх пулсан, çăкăрлă пулас шанăç та пур. Пулас тухăç никĕсĕ _ вăхăтра сухаласа-акса хăварнинче. Тỹрех калатăп: ку ĕçсене вăраха ямасăр, пиçсе çитнĕ çĕр лаптăкĕсене çийĕнчех ĕçе кĕртме тăрăшрăмăр. Хресченĕн йăли çапла: пысăк ĕçе пуçлама çăмăл алăллă çынна шанаççĕ. _Ун пекки пирĕн _ Петр Беляев, - терĕç те механизаторсем, çурхи ĕçсен каçалăкне шăпах ăна пуçлама ирĕк пачĕç. Çакăншăн пĕрре те ỹпкелешмелле пулмарĕ. Калас пулать: хуçалăхра нỹрĕк тытса хăварасси те, нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелесе хăварасси те вăхăтлă пулса пычĕ. Ку ĕçсенче Анатолий Кадеев механизатор тỹпи те пысăк. Çĕр хатĕрлессине илес пулсан, кунта Валентин Судуковпа Валерий Корчаков механизаторсем маттур пулчĕç. Хатĕр лаптăксем çине Петр Беляков виçĕ сеялкăллă ака агрегатне илсе тухрĕ, малтан палăртнă лаптăксем çине пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварчĕ. Май килнĕ таран минераллă удобренисемпе те усă курма тăрăшрăмăр. Çур акинче çавăн пекех Тимофей Данилов, Валерий Савгабин, Виктор Герасимов сеяльщиксем хастар пулчĕç, сеялкăсене те вăрлăхпа хăйсемех тултарса тăчĕç. Вăрлăхсене вара Александр Исаев водитель вăхăтра турттарса тăчĕ. Ун айăпĕпе агрегат ахаль ларни пулмарĕ тесен те юрать. Малтанах асăнтăм-ха: май уйăхĕ кăçал типĕ тăчĕ. Çавна май, акнă лаптăксенче нỹрĕке сыхласа хăварас тесе, вĕсене çийĕнчех катоксемпе пусăрăнтарма тăрăшрăмăр. Ку ĕçе Валентин Судуков механизатор пурнăçларĕ. Хресченĕн ĕçĕ анасене хуратса хăварнипех вĕçленмест. Умри пысăк та яваплă тĕллевсем _ калчасене ăнăçлă пăхса ỹстересси, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе тата çум курăксемпе кĕрешесси. Хуçалăхра çак ĕçсене çитес кунсенчех пуçлатпăр, калчасене гербицидсемпе пĕрĕхме тытăнатпăр. Хими препарачĕсене кỹрсе килнĕ, агрегат хатĕр



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 мая 2005
00:00
Поделиться