Çĕнтерессе шанатпăр: вăй - çамрăксенче
Акатуйччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Мĕнлерех хатĕрленеççĕ-ха ăна ялсенче? _Çине тăрса хатĕрленетпĕр, кăçал та ята ярас килмест, - терĕ Пуянкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Алексеев. _Хальхи вăхăтра ялти Культура çурчĕ çумĕнчи Н.Федотова ертсе пыракан фольклор ансамблĕ тата уйрăм солистсем çине тăрсах репетицисем ирттереççĕ. Программăра ытларах Аслă Отечествелла вăрçăра Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине халалланă тата çарпа патриотизм темипе çыхăннă произведенисем пулаççĕ. Çавăн пекех, ытти темăсене те манмăпăр: тус-тăванлăх, çамрăклăхпа юрату юррисем те манăçса юлмĕç. Спорт енĕпе илсен, çакна палăртма кăмăллă: ял администрацийĕнчи ялсенче спортпа сывă пурнăç йĕрки çирĕп йăлана кĕрсе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пирĕн спортсменсем призлă вырăнсемсĕр таврăнни юлашки вăхăтра сайраран та сайра тĕл пулать. Пуянкассисемпе кахăрлăшăхальсем, хайпăласем "Акатуй-2005" программинчи пур спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ. Çамрăксене ăмсанас, çав вăхăтрах ăнăçу та сунас килет: вĕсенче _ вăй! Эппин, çĕнтерес шанăç та пысăк. Культурăпа спорт _ пирĕн кулленхи пурнăç пулсан, ялсене, урамсене, кил-çуртсен таврашĕсене тирпей-илем кĕртес ыйтусем те манăçа юлмаççĕ. Ку ĕçсене Пуянкасси ял администрацине кĕрекен виçĕ ялта та туса ирттернĕ. Ялсене пырса кĕме кăмăллă: тĕрлĕрен объектсем умĕнче клумбăсем тунă, ялсен çыннисем те чечексем (çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен çеçкере лараканнисем) çитĕнтереççĕ. Садсемпе парксен çулталăкне хутшăнса йывăç-тĕмсем те чылай лартса хăвартăмăр. Апла пулсан, пирĕн Акатуйра "Чи лайăх ял", "Чи лайăх урам", "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацисенче те призлă вырăнсенчен пĕрне йышăнма майсем пур.