Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăри сасси чĕнет хире

Çуркунне çулталăк тăрантарать, теççĕ. Çакна "Восход" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те лайăх ăнланаççĕ. Çанталăк уяр тăнă чухне ака ĕçне вăхăтра вĕçлесчĕ тесе ир пуçласа каçченех уй-хиртен тракторсем кĕмеççĕ. Ĕлкĕрнĕ çĕрсене культвацилесе, сỹрелесе тырă акаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем енчен те йывăрлăхсемех çук кунта. Топливо, бензин пулманнипе трактор-машинăсем хире тухмасăр пĕр кун та лармаççĕ. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Т-150 тракторпа В.Буранов тухăçлă ĕçлет. Владимир Ильич тăван хуçалăхра 1968 çултанпа вăй хурать. Сахал мар тар тăкнă ака-вырма ĕçĕсенче. Чунпа ĕçе парăннă мезанизатор юратсах руль умне ларса "хурçă утне" хир тăрăх чуптарать. В.Буранов ĕçĕпе ял хуçалăх ертỹçи те кăмăллă. Вăл çамрăкрах механизаторсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать, вĕсене пулăшса, вĕрентсе пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 мая 2005
00:00
Поделиться