Пулăшу та ыйтмалла, хамăрăн та тăрăшмалла
Района çут çанталăк газĕ çитсен пурте тĕлĕнĕччĕ. Никамăн та шанас килмерĕ-тĕр кăвак çулăм ырлăх парнелессе. Кăмака умĕнче ташласа тăрса апат хатĕрлеме хăнăхнă хĕрарăмсемшĕн газ кăмакинче çăкăр пĕçереси те урăхларах пек туйăнатчĕ пулĕ. Анчах мĕнле калаççĕ-ха: куç хăрать те алă тăвать. Ерипен-ерипен аннесемпе аппасем, асанне-кукамайсемпе инкесем газ хăйсен пурнăçне çăмăллатнине туйса илчĕç. Пỹртсенче хăрăм, кĕл те вĕçмест, явăнмасть. Кăмакасене пăсса кăвак çулăмпа ăшăнмалли кăмакасем лартсан пỹлĕмсем те ирĕкленчĕç. Унтан та ытларах, нумайăшĕ çурчĕсем çумне тата хушса пурăнмалли лаптăксене пысăклатрĕç, пысăклатаççĕ те. Халĕ ним хăрамасăрах калама пулать: хăш енĕпе хуларинчен каярах пурăнатпăр? Паллах, ял халăхĕсене шухăшлаттаракан, каннеçсăрлантаркан ыйтусем татах та пур. Районти ялсенче нумайăшне пур урамра та асфальтлă çул пулманни пăшăрхантарать. кăна хирĕçлеме хăш-пĕр урамсене кĕркуннепе çуркунне кĕрсе тухма çук, пылчăк-лачака атте кунчинчен кĕрет. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче çулсене машина-тракторсем çăрса пĕтермесен çаплах нуша курмастчĕç те пулĕ. Анчах хамăрах хамăр валли вăрçăнмалли, калаçмалли тупса хуратпăр-çке. Халĕ акă, район администрации пуçлăхĕ В.П.Фадеев ялсенчи халăхсемпе тĕл пулмассерен масарсем патне асфальтлă çул тăсатпăрах тесе татса калать. Чи сăваплă та таса вырăна илсе пыракан çулсене юсаса тирпейлесен, асфальт сарсан тем пекехчĕ те. Ялсене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ĕç те вăй илчĕ ĕнтĕ. Чи малтан шыв пахалăхĕпе кирлĕ шая ларман, шыв çителĕксĕр ялсене тивĕçтерме палăртнă. Каллех халăхран укçа шăйăрасшăн теме пăхĕç хăшĕсем. Анчах кайран хамăрах ĕç вĕçлесен тав тăватпăр-çке. Пỹрте пăрăхпа шыв шăнкăртатса юхса кĕни ырлăх мар-им вара? Çумăрлă, тăманлă, сивĕ çанталăкра витресем йăтса пусă патне эх! мĕн тери тухас килмест. Кил умĕнче çăл çук пулсан татах та кансĕртерех вĕт. Ялсенче хамăр пурăнакан кил-çурта кăна мар урамсене те тирпейре тытмаллине манмалла мар. Нумай чухне вара çакна пуçран кăларса пăрахатпăр. Уйрăмах, ирхине лавккасемпе барсем, клубсем таврашĕнче çỹп-çап йăваланса вытнине куратăн. ку вара çамрăксен ĕçĕ пулнине пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Нивушлĕ канихвет-шăккалат хучĕсене çỹп-çап валли уйăрса лартнă ещĕксене пырса пăрахма йывăр? Ялсенче пурăнма хаваслă та лайăх пултăр тесен, ютран килсе туса парасса кĕтсе лармалла мар. Хăшпĕр ĕçе ял халăхĕпе те йĕркелесе тума пулать, ỹркенмелле кăна мар. Вырăнти ял администраци пуçлăхĕсен те тĕп урамсене кăна тасаттарассишĕн тăрăшни çителĕксĕр. Тепĕр чухне ял пуçлăхĕсем хăйсен пỹлĕмĕсенчен тухса урамсене тухса курсан та тем пекехчĕ. Ял халăхне пухса канашлани тата та шăп пулĕччĕ.