Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĔТỸ ТУХРĔ ÇАРАНА

Çу кунĕсене çынсем çеç мар, выльăхсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ: кĕтỹ тухмалли тапхăр çитет. Мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илчĕç-ха ăна районти хуçалăхсенче? Шăпах çак ыйтусене хускатнă та ĕнтĕ пирĕн корреспондент ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕпе В.П.Вазановпа тĕл пулса калаçнă май. _Хуçалăхсенче кĕтĕве çарана кăлармалли тапхăра начар мар хатĕрленнĕ теме пулать, - тенĕ Николай Петрович. _Хĕл тапхăрĕ ăнăçлă вĕçленчĕ, çакă хăшпĕр кăтартусем иртнĕ çулхи шайран пысăкрах пулнинчен те курăнать. Хуçалăхсенче, кĕтỹ тухиччен, выльăхсен сывлăхĕсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ, ветсанитари мероприятийĕсене ирттернĕ. Чирлĕ выльăхсем çук. Сăвăнакан ĕнесем кăçал 600 пуçа яхăн кĕтỹре çỹреççĕ, 400 пуçа яхăн ĕнене çуллахи лагерьсенче усрама палăртнă. _Çуллахи лагерьсем тенĕрен, кăçал вĕсем миçе пулаççĕ? _Виççĕ: иккĕшĕ _ "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче, тепри _ "Искра" СХПКра. Халĕ вĕсенче юлашки хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ, ĕнесене çитес кунсенчех вĕсене куçарĕç. Паянхи куна илес пулсан, кĕтỹсем пур хуçалăхра та тухнă темелле. Халлĕхе вĕсем улăхра, çырма-çатра таврашĕнче çỹреççĕ. Выльăхсене тăранмалăх ешĕл курăк пур. _Николай Петрович, малашне хуçалăхсенче ку ыйтăва мĕнле татса пама шутлаççĕ? _Çакна та шута илнĕ. Каярахпа кĕтỹ çỹретме 125 гектар ыраш калчи, 1500 гектар нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене уйăрнă. Пур çĕрте те выльăхсене тапăрта тытнă тапхăрта хушма ешĕл апат парассине йĕркелеççĕ. Лагерьсенче усракан выльăхсем те апатран татăк тăмĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ пурин те пĕр тĕллев _ çу кунĕсенче продукци ытларах илесси. Ман шутпа, çакна пурнăçлама пур майсем те çителĕклĕ. _Шыв тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăмĕç-ши? _Кун пекки пулмĕ тесе шутлатăп. Лагерьсене шыв ятарлă цисцернăсемпе турттарĕç. Çавăн пекех, кĕтỹсем çỹрекен тăрăхри çырмасене пĕвелеççĕ. Выльăхсене тапăра хупакан вырăнсенче те шыв валашкисем лартма палăртнă. _Хуçалăхсенче тăвар пур-и, Николай Петрович? _ "Нива" ЗАОпа "Шанс" ОООра сахалрах, ыттисенче çитмелле. Çавăн пекех, ешĕл курăкпа тăрантарма пуçланăран малтанласа чирлеме пултарнине шута илсе, выльăхсене типĕ утă-улăм та параççĕ. _Ĕнесене кĕтĕве е лагере кăларни лайăх-ха. Пăрусем витесенчех юлĕç-ши вара? _Халлĕхе вĕсене "Мир" ЗАОра тата "Искра" СХПКра çуллахи лагерьсенче усрама пуçланă та ĕнтĕ. Ытти хуçалăхсенче вара кăçал çапла тăвас темерĕç пулас. Никама та ирĕксĕрлесе хушаймăн _ кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Кĕтỹçсене илес пулсан, вĕсем çитеççĕ. Çак ĕçе кăçал та яваплăха туякан, маларах та çак ĕçре пулнă çынсене шанма тăрăшнă. Вĕсемпе ятарлă инструктаж ирттернĕ, выльăхсем кỹпĕнсен е амансан малтанхи пулăшу пама хăнăхтарнă. _Çуллахи тапхăр ăнăçлă иртес шанчăк пур апла? _Шанас килет. Юлашкинчен çакна хушса каласшăн. Пушаннă витесенче çу кунĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Кун пеккисем кашни хуçалăхрах пур. Хам енчен вара çакна кая хăварма сĕнмен пулăттăм: çунана çуллах хатĕрлесе хăварнине нимĕн те çитес çук



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 мая 2005
00:00
Поделиться