Илпек ячĕ - халăх чĕринче
САДСЕМ чечекре, сенкер тỹпере кулса пăхакан сарă хĕвел çут çанталăка татах та илемлетет. Шăпах çак ытарма çук савăк вăхăтра тăхăрвунă çул каялла çут тĕнчене килнĕ те ĕнтĕ Илпек Микулайĕ _ Чăваш халăх писателĕ, вилĕмсĕр "Хура çăкăр" роман авторĕ. Илпек тени ытлăх-çитлĕхе пĕлтерет. Чăнах та, Николай Филипповичăн кăмăлĕ-талайĕ яланах ытлă-çитлĕччĕ. Такам валли те ăшă тупăнатчĕ унта. Сиплĕхлĕ ăшă, пархатарлă ăшă. Хăйĕн вăрăм мар кун-çулĕн вунпĕр çулне Николай Филиппович Тăван çĕршывăмăра алла хĕç-пăшал тытса хỹтĕлес чыслă ĕçе панă. 1937 çулта салтак çи-пуçĕ тăхăннă та, 1948 çулчченех çарта тăнă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Сталинград патĕнчи синкерлĕ çулсенчен пуçласах дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă, çапăçусенчи хăюлăхĕпе паттăрлăхĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăрпа Отечественнăй вăрçă орденĕсене, нумай медале тивĕçнĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ пирĕншĕн чăн-чăн этем тĕслĕхĕ? Илпекĕн пултарулăх еткерĕ çав тери сумлă: ăсталăх ахах-мерченĕпе çиçсе тăракан калавĕсемпе новеллисем, шухăш-туйăм сулмаклăхĕпе тыткăнлакан "Хура çăкăрпа" "Тимĕр" романĕсем, Тăван çĕршыв ĕçченĕсен кăмăл пуянлăхне мухтакан повеçсем, тăван çырулăх малашлăхĕшĕн хыпса-çунса хайланă статйисем, чун хĕлхемĕпе шăрçаланă очеркĕсем.. Унтан тата куçарури ĕçне-хĕлне те шута илмелле: Илпек В.Каверинăн "Икĕ капитан", И.Вазовăн "Пусмăрта" романĕсене, М.Горький, И.Франко, А.Чехов, Л.Кассиль, Ю.Сотник тата ыттисем çырнисене чăваш чĕлхин сĕткенлĕхне пилленĕ. Пурăннă пулсан, майăн 19-мĕшĕнче Илпек тăхăрвуннă тултармаллаччĕ. Çак чаплă куна анлăн паллă тăвас тесе, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев чылай маларах йышăну кăларчĕ, культура ĕçченĕсемпе вĕрентекенсем, ача-пăча халăх писателĕн юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илессишĕн тăрăшрĕç. Районта Илпек вулавĕсем иртрĕç, писателĕн тăван ялĕнчи шкулта наукăпа практика конференци вун-вун вĕрентекенпе вĕренекене (хамăр районтан çеç мар, кỹршĕллĕ Патăрьел районĕпе Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар ачисем те килнĕччĕ) пуçтарчĕ. Район администрацийĕ шкул çуртне юсаса илемлетме укçа-тенкĕ уйăрни те, шкул коллективĕ хăнасене чыслăн кĕтсе илессишĕн вăй-хала тата вăхăта шеллеменни те Илпеке тăван халăх чĕререн юратнине çирĕплетет. Ытлари кун Виçпỹрт Шăмăршă ялне хаклă хăнасем пуçтарăнчĕç. Илпек çуралса ỹснĕ çурт вырăнĕнче Асăну хăми вырнаçтарнине халалланă митинга кĕске сăмах каласа ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Э. Кузьмин уçрĕ. Унтан вăл Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхне В.П.Фадеева сăмах пачĕ. _Илпек Микулайĕн ячĕ _ пирĕн чĕресенче, - палăртрĕ В.П.Фадеев. _ Истори чăнлăхне тарăннăн кăтартакан произведенисем нихçан кивелмеççĕ, ватăлмаççĕ. "Хура çăкăр" романа илес пулсан, унта чăваш халăхĕн ĕлĕкхи çав тери йывăр, çав хушăрах мал ĕмĕтлĕ пурнăçĕ туллин те витĕмлĕн сăнарланнă, халĕ ĕнтĕ çав сăнарсем чăвашсемшĕн хăйсемшĕн кăна мар, ытти халăхсемшĕн те хаклă. Селимепе Тухтарăн чыслăхĕпе тасалăхĕ, вĕсен ырă шанăçлă ăнталăвĕ-кĕрешĕвĕ пуриншĕн те интереслĕ. Интернациллĕ культура пуянлăхĕ пулса тăнă романа ахальтен мар вырăсла, пăлхарла, эстонла куçарса кăларнă. _Пурнăçра пуç усман, йыш кăмăлне ялан çĕкленỹлĕхпе хаваслăх кĕвелĕкĕ кỹрекен çынччĕ Илпек Микулайĕ, - терĕ митингра сăмах илнĕ СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ В.Н.Яковлев. _ Яланах тăван чĕлхе тасалăхĕшĕн хĕрỹ калаçатчĕ, урамра ăнсăртран курнăçсан-тусан вара, хăй санран самаях аслă çын пулин те, тантăшла çывăх шухăшпа чуна çĕклеме май тупатчĕ, ăслă канаш парса илме те ĕлкĕретчĕ, пулăшу та сĕнетчĕ. Ăçтан манайăн-ха Микулай тете: "Хырăму тутах-и-ха? Асту, выçă ан çỹре. Укçа кирлĕ мар-и? Ме, акă, сана халлĕхе..." _ тесе каланине... Чăваш Республикин Культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.С.Бондарев та, халăх писателĕпе пĕр класра вĕреннĕ И.И.Ухтияров та, Чăваш Наци Конгресĕн Аслă Канашĕн çынни И.М. Саландаев та, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин учителĕ А.Н.Юманова та Илпеке аса илсе ăшă сăмахсем каларĕç, унăн литературăри пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк пулнине палăртрĕç. Ялти шкулта вĕренекен ачасем _ Илпек мăнукĕсем _ писатель кĕнекисем тăрăх çав тери паха литмонтаж хатĕрленĕ. Асăну хăмине район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев тата Чăваш Республикин Культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.С. Бондарев уçрĕç. Виçпỹрт Шăмăршă халăхĕ çак паллă пулăма чысласа хыттăн алă çупрĕ. Унтан хаклă хăнасем Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче Илпек Микулайĕн музейĕпе, ачасем йывăçран ăсталанă япаласемпе паллашрĕç, шкул коллективĕ воспитани ĕçĕнче тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнине савăнсах палăртрĕç. Кăнтăрла сулăнсан Илпек уявĕ Шăмăршăри Культура Керменне куçрĕ. Калас пулать, Культура Керменĕн ĕçченĕсем уяв чаплă ирттĕр тесе питех те нумай тăрăшнă, сценари пахалăхне СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев та чунтан ырларĕ. Илпекĕн чĕрĕ сасси те, халăх писателĕ юратнă юрăсене шăрантарни те залра ларакансене хытă хумхантарчĕ. Уява уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Н.Обаськин Илпек Микулайне пĕтĕм чăваш халăхĕ юратнине, вăл Шăмăршă тăрăхĕн чапне çĕкленине палăртрĕ. Уявра Илпекĕн çывăх тăванĕсене те сăмах пачĕç, писателе лайăх пĕлнĕ çынсем _ СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев, Чăваш Наци Конгресĕн Аслă Канашĕн çынни И.М.Саландаев, Шăмăршăра пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ П.Я.Терентьева тата ыттисем _ хумханса калаçрĕç. Илпек уявĕ мĕнле иртнине чăваш телевиденийĕн журналисчĕсем ỹкерсеĕ илчĕç. Шел, çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш писателĕсен виçĕ союзĕнчен никам та килеймен. Ĕлĕкрех, Илпек сывă чухне, писательсемпе поэтсем пирĕн районтан тухма та пĕлместчĕç темелле. Мĕн пулчĕ-ха сире халĕ, çыравçăсем? Хăвăр чăваш чĕлхи пĕтсе пырать тесе кăшкăрашатăр, тăван чĕлхене Илпек пек сĕткен парассишĕн вара урлă выртакана тăрăх та çавăрса хурасшăн мар. Ку енĕпе сирĕн шăмăршăсенчен тĕслĕх илмелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев Илпек юбилейне çеç мар, Çтаппан Лашманпа Владимир Бараев-Сĕркке çыравçăсен юбилейĕсене те чаплăн паллă тума шантарчĕ. Килсе курăр, Шăмăршă тăрăхĕнче тăван литература шур сухалĕсене асран кăларманнине хăвăр куçăрпа курса ĕненĕр.