Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Писатель-фронтовика халалласа

Писатель-фронтовика халалласа Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа районти тĕп библиотекăра тата ялсенчи вулав çурчĕсенче чылай мероприяти иртрĕ. Кашни библиотекăрах унăн кĕнекисен выставкине йĕркеленĕ. Писатель-фронтовика халалласа ирттернĕ калаçусене, портрет-каçсене, вулакансен конференцийĕсене, Илпек вулавĕсене, кĕнекесен тишкерĕвĕсене ял çыннисем хапăлласах йышăнчĕç, вĕсене активлă хутшăнчĕç. Илпек Микулайĕн биографийĕпе, творчествипе, фронтри паттăрлăхĕпе паллаштаракан материалсемлĕ альбомсем, папкăсем, буклетсем, компьютер программине кĕртнĕ ятарлă страницăсем, районти радиовещани эфирне кăларнă передачăсен ярăмĕсем те халăх юратакан писателĕн пурнăçне тата литература пултарулăхне анлăрах кăтартма май пачĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 мая 2005
00:00
Поделиться