ХУРА ÇĂКĂР
Хура çăкăр" роман авторне _ Илпек Микулайне. Автор. Ачалăхра ытла час-час лекмен-тĕр Тытса курмашкăн çăкăр чĕллине. Тен, илтнĕ пуль: кулачă пур, кĕлентĕр... Шутланă-тăр: пĕлесчĕ тутине... Анчах сана лекмен вĕсем. Эх, пурнăç... Мăян-крахмал пашалăвĕ çисе Ура çине эс тăнă, тем те курнă, Нуша лавне эс туртнă тиесе. Хура хресчен ачийĕ пулнăран-тăр, Пĕлсе эс ỹснĕ çăкăрăн хакне: Çакна этем манса ăçтан-ха кайтăр, - Вара чапа кăлартăн ун ятне. Эс пĕçерсе хăварнă "Хура çăкăр" Типмест нихçан: туятпăр техĕмне. Ыр шăршипе сывлать кашнийĕн кăкăр, Хисеп те чыс Илпекĕн çăкăрне. Ун умĕнче паян пуçа таятпăр: Пулсассăн çăкăр _ пурăнать этем. Туятпăр парăма, хисеп тăватпăр, Пулинччĕ вăл ялан кашни килте.
"Шăмăршă хыпарĕ"