Хакĕ - йỹнĕ, апачĕ тутлă
Кăмăллă, килĕштерсе ĕçлекен ушкăнра ĕç вĕресе çеç тăрать. Уйрăмах ачасемпе ĕçлекен çынсем ăшă кăмăлпа палăрса тăраççĕ. Çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартма тăрăшаççĕ. Лайăх, тăрăшса вĕренччĕр тесен ачасене урокра ăнлантарни кăна çителĕксĕр. Çавăнпа та шкулта вăй хуракан пур ĕçченĕн ĕçĕ те шкул ачисене тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе пысăк вырăн йышăнать. Акă, илер-ха Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти столовăйра тутлă та пахалăхлă, витаминпа пуян апат хатĕрлекен поварсене. Енчен те столовăйсенче кашни кун пĕр апат пулсан ачасен шкула каяс, вĕренес кăмăлĕ те сỹрĕкленет. Çакна шкулти вĕрентекенсен ушкăнĕ те лайăх ăнланать. Çавăнпах ĕнтĕ кунта ачасем пĕр кунхи апата 5-7 тенкĕпех çиме пултараççĕ. Йỹнĕ вĕт! Мĕн илме çитет-ши çак укçа тейĕ хăшĕ-пĕри. Шутласа пăхсан шкул ачисен хырăмне тултармалăх çитет çак укçа. Менюра тĕрлĕрен пăтă, салатсем, катлет, кăлпасси, ăшаланă е пĕçернĕ пулă, пĕлĕм, варени тата нумай-нумай апат-çимĕç. Черетлесе пырса меню улăштарсах тăраççĕ поварсем. Апатне вара пĕрре те тиркемелле мар. Поварсен сăмахĕ кăна мар, ачасен шухăшĕ те çавăн пекех. Юриех ыйтса пĕлтĕм: 155 грамм рожки, сосиска, çу, чей, икĕ татăк çăкăр 5 тенкĕ те 90 пус. Апла ашшĕ-амăшĕн шкулта ачасене япăх çитереççĕ тесе пăшăрханма кирлĕ мар. Паллах, хăш-пĕр вĕренекенсем столовăйĕнче апат çимеççĕ. Ун пеккисем кукăль-пỹремечĕ туянса апатланаççĕ. Ара, яшка-пăтă çимен ачасем килте те пур. Шкулта 800 яхăн ача вĕренет. 27 ачана шкул тỹлевсĕрех апатлантарать, вĕсем сахал тупăшлă çемьесенчен. Вĕренекенсене вĕри апатпа 4 повар тивĕçтерсе тăраççĕ, кашăк-чашăк çăваканĕсем _ иккĕн. Мĕнле майпа йỹнĕ хакпах апатлантарма пултараççĕ-ха шкулта? Акă, еплерех ăнлантарса пачĕç. Апат-çимĕçпе тивĕçтерекен предпринимательпе килĕшỹ тунă кунта. Мĕн кирлине каласа, ыйтса кăна пыраççĕ поварсем. Илсе килнĕ апат-çимĕç çине пĕр пус та хушмаççĕ, хăй хаклăхĕпех усă кураççĕ. Çавăнпа столовăйĕнче апат йỹнĕ те. Апатлану вăхăтне те графикпа йĕркелесе пыраççĕ. Урок вĕçленес умĕн кашни класран икĕ дежурнăй столовăйне укçа пуçтарса сĕтелсем хатĕрлеме каять. Кĕçĕнрех класрисене столовăйне вĕсен класс ертỹçисем илсе пыраççĕ, укçине те вĕсемех пуçтарса тỹлеççĕ. Ачасене апатлану чекĕ çапса параççĕ, çав чекпа мĕн кирлине илеççĕ. Столовăйĕнчи апат хакне йỹнĕ тытса пыма шкул çумĕнчи пахчапа сад та пулăшаççĕ. Кунта ачасем тĕрлĕрен пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр садпа пахча 18 пин тенкĕлĕх шкула тупăш кỹнĕ. Лаптăкĕ вара садăн - 0,5 га, пахчан _ 0,4 га, чечексем йышăнакан вырăн _ 0,1 га. Кăçалхи çурхи ака ĕçĕсене те вĕçлесе пыраççĕ шкулта. Хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан хăйсен çĕр лаптăкĕсене тупнă та ĕнтĕ. Помидор, пăрăç, купăста калчисем те парка çитĕнеççĕ. Вĕсем сутмалăх та юласса шанаççĕ шкул ĕçченĕсем. Унсăр пуçне 2 га çинче çĕр улми те лартса çитĕнтерме палăртаççĕ. Вăрлăхне тупас тĕлĕшпе калаçса татăлнăпа пĕрех. "Шанс" ООО уй-хирĕнче çитĕнтерекен пылак тымар-çимĕçе çумланăшăн пĕлтĕрхи пекех сахăр песукĕ илесшĕн. Паллах, пур ĕçре те вĕренекенсен вăй хума тивĕ. Пĕр вăхăт ĕçлесе илсен, кайран вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех йỹнĕ хакпах апатланма пулать. Ашшĕ-амăшĕн вара ачасене килте ĕçлеттерместпĕр, шкулта нушалантараççĕ тесе мăкăртатма кирлĕ мар пек туйăнать. Шкулпа ашшĕ-амăшĕн тачă çыхăнса пурăнмаллине манса каяс марччĕ.