Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăй виçеççĕ яшсем

Республикăри шкулсенче вĕренекенсем хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă Спартакиадăра Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кĕрешỹ секцийĕнчи яшсем те вăй виçнĕ (тренерĕ Александр Ичанкин). Хĕрỹ ăмăртусенче дзюдо мелĕпе кĕрешсе 90 килограмм таранчченхи виçеллĕ спортсменсем хушшинче Андрей Юманов (Шăмăршă) иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Андрей Иванов вара (Карапай Шăмăршăри вăтам шкул) хăй виçин категорийĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Андрей Юманов самбо меслечĕпе кĕрешекенсен ушкăнĕнче те ăмăртнă, виççĕмĕш вырăна тухнă. Команда результачĕшĕн хăйсен тỹпине хывса, Игорь Казаков, Андрей Артемьев, Денис Кузьмин тата Алексей Сорокин (пурте Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренеççĕ) хăйсен виçисенче тăваттăмĕш вырăнсем йышăннă. Судьясен коллегийĕ ăмăртусен итогĕсене пĕтĕмлетсен шăмăршăсен команди республикăри 15 команда хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăнни палăрнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 мая 2005
00:00
Поделиться