Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шупашкартан _ лауреат дипломĕсемпе

Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фествиальне пирĕн районти художество коллективĕсем те активлă хутшăнчĕç. Ял администрацийĕсен пултарулăх ушкăнĕсен программисене _ вĕсене районти смотр-конкурс валли хатĕрлерĕç _ ял çыннисем пур çĕрте те ăшшăн йышăнчĕç. Мартăн 13-мĕшĕнче вара Шăмăршăри Культура керменĕнче "Салют, Çĕнтерỹ" республика фестивалĕн финалти концерчĕ иртрĕ. Шупашкартан килнĕ сумлă жюри тата тулли зал умĕнче районти художество коллективĕсем патриотла темăпа 3 сехетлĕх программа кăтартса, районти фронтовиксене, тыл тата ĕç ветеранĕсене, концерт курма килнĕ ытти çынсене чунтанах савăнтарчĕç. (Программа директорĕ _ В.Павлов, режиссерĕ _ В.Львова). Фойере çав кун фотовыставка та уçăлчĕ. Çак кунсенче Чăваш Республикин Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕсен министерствинче халăх пултарулăхĕн фестивалĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. "Концерт программисем тата театрализациленĕ представленисем" номинаци тăрăх Шăмăршăри культура керменĕн "Эпир вилмешкĕн çуралман" театрализациленĕ представленине _ ăна район хаçачĕн журналисчĕ Владимир Михайлов (Ула Тимĕр) Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуç хунă Валерий Кузнецова (Кахăрлă Шăхаль) асăнса çырнă поэма тăрăх хатĕрленĕ _ лауреатăн иккĕмĕш степеньлĕ Дипломĕпе чысланă (театрализациленĕ представление В.Львова режиссер лартнă). Шăмăршăри культура керменĕн фотовыставки те лауреатсен иккĕмĕш степеньлĕ Дипломне тивĕçнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 мая 2005
00:00
Поделиться