Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Парксемпе садсен çулталăкĕнче _ хастар ĕç

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ. Чăваш Республикин Президенчĕн "Йывăç ларт тата ăна упра" Указне ял çыннисем чунтан ырласа йышăнчĕç. Йывăç кунĕнче вуншар çын алла кĕреçе тытрĕ. Ял администрацийĕнче ĕçлекенсем тата шкул ачисем Культура çурчĕ патне Çамрăклăх аллейи лартса хăварчĕç. Кунта 400 тĕп ытла хурăнпа шăлан йывăççисем ешерме пуçлĕç. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ пулăшнипе, йывăçсене карта тытса пỹлетпĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ял çыннисене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсаса илемлетрĕмĕр. Халĕ палăк тăрринче кашни каçах хĕрлĕ çăлтăр çутатать. Ялти учрежденисен территорийĕсене, урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă, чечек клумбисем тунă. Парксемпе садсен çулталăкĕ малалла пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 мая 2005
00:00
Поделиться