Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ÇУРХИ ЫРĂЛĂХ ЭРНИ" ИРТРĔ

Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕсем "Çуркуннехи ырăлăх эрнине" хастар хутшăнчĕç. Пĕрремĕшĕнчен пуçласа вун пĕрмĕш классем таранах ыр кăмăллăх урокĕсем ирттерчĕç. Вĕсенче вĕренекенсем лайăх çынсем çинчен калаçрĕç. Вырăс чĕлхи урокĕсенче "Ку веçех ун çинчен" ятпа сочиненисем çырнă. Кунта тĕп сăнар _ анне сăнарĕ пулнă. Гуманитари пулăшăвĕ парас енĕпе те начар мар ĕçленĕ. Çак енĕпе 5 "б" класс ачисем (ертỹçи Н.Абрамова) пысăк хастарлăх кăтартнă, çырмалли-ỹкермелли хатĕрсем, кĕнекесем пухнă. "Пулăшу" акци те йĕркеленĕ шкулта. Пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшу кỹресси çамрăк ăрăвăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри пулнă май 8 "б" класра вĕренекенсем (ертỹçи А.Сагдеева) А.Я.Кочкомазова, О.Н.Антонова, З.А.Сайкина хуçалăхĕсенче тирпей-илем кỹнĕ, йывăçсем лартнă. Шкул территорине тирпейлесе, тасатсах тăраççĕ. Çĕнтерỹ паркĕнче те шкул ачисем вăй хучĕç, чăрăшсем лартрĕç



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 мая 2005
00:00
Поделиться