Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пуянкассинче _ республикăри семинар

ПАЯНХИ ял хуçалăхĕнче энерги ресурсĕсене перекетлеме пулăшакан çĕнĕ техникăсăр, хальхи ыйтусене тивĕçтерекен технологие ĕçе кĕртмесĕр малалла кайма йывăр. Çакна тĕпе хурсах ĕнтĕ мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕсем хаклă тăракан техника илме майсем шыраççĕ, лизинг меслечĕпе усă курса ял хуçалăх машинисем туянаççĕ. Пирĕн районта ку енĕпе "Колос" Агрофирма" ЗАО пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Кăçал кунта лизинг майĕпе СШАра туса кăларнă "Челенджер" трактор тата Канадăра туса кăларнă сарлака илекен "Борго" агрегат туяннă. Çĕнĕ техникăн пахалăхĕсем çинчен эпир хамăр хаçатра тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ. Пуянкассисен ырă тĕслĕхĕ çинче ыттисене вĕрентес тĕллевпе юн кун Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви "Колос" Агрофирма" ЗАОра семинар-канашлу ирттерчĕ. Ун ĕçне район администрацийĕсемпе ял хуçалăх управленийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх продукчĕсене тирпейлесе ĕçе кĕртекен предприятисен тата хуçалăхсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Семинар ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ _ Ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев тата Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пычĕç. Семинарăн иккĕмĕш пайĕ Пуянкассинчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Зала кĕрсе вырнаçас умĕн районсен представителĕсем Çĕнтерỹ аллейине пĕрер тĕп чăрăш лартрĕç. Семинар ĕçĕпе тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 мая 2005
00:00
Поделиться