Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Нумайлăха асра юлĕ

Хăйне майлă, асра юлмалла иртрĕ Кивĕ Шăмăршăра Çĕнтерỹ уявĕ. Вăл хĕрлĕ ялав тытнă виçĕ юланутçă ял çыннисене митинга чĕнсе тухнипе пуçланчĕ. Чи малтанах палăк умĕнче Петĕр атте вăрçăра пуç хунисене асăнса кĕлĕ ирттерчĕ. Уяв митингне ял администрацийĕн специалисчĕ З.Антонова уçрĕ. Уяври чи хумхануллă самант _ тыл ветеранĕсене Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕсемпе, ялти пĕртен пĕр салтак арăмне П.Семенована тата юлашки вăрçă ветеранне Ф.Каргина хаклă парнесемпе чыслани. Митингра çавăн пекех ялти ветерансен канашĕн председателĕ Н. Миронова, Ача амăшĕ-Героиня А.Ястребова сăмах илчĕç. Ял çамрăкĕсемпе шкул ачисем хатĕрленĕ литмонтаж та интереслĕ иртрĕ, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем чуна хускатса янăрарĕç. Уяв Васанти краеведени музейĕн директорĕ Г.Ларшников йĕркелесе ертсе пынипе палăк умне çитĕнекен ăрăва Аслă Çĕнтерỹн 100 çулхи юбилейĕнче вулама Çыру-халал хунипе вĕçленчĕ



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 мая 2005
00:00
Поделиться