АНЛĂН УЯВЛАРĔÇ ÇĔНТЕРỸ КУННЕ
Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине анлăн паллă турĕç шăмăршăсем. Демонстрантсем чи малтанах районти Культура керменĕ умне пухăнчĕç, ветерансене лартнă автомашинăсем тапрансан колонна та малалла хускалчĕ, Совет Союзĕн Геройĕн В. И. Уруковăн тата Граждан вăрçин паттăрĕн Н.С.Космовскийĕн палăкĕсем умне чарăнчĕ. Ĕç коллективĕсен представителĕсем палăксен умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн салют янăрарĕ, тỹпене çутатакан тĕрлĕ тĕслĕ ракетăсем вĕçсе хăпарчĕç. Уяв малалла Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркĕнче тăсăлчĕ. Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Шăмăршă ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов уçрĕ. Ун хыççăн вăрçă ветеранĕсемпе пухăннă çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев саламласа сăмах каларĕ, паянхи мирлĕ пурнăçшăн ветерансен тỹпи пысăк пулнине палăртрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Генрих Васильев та Çĕнтерỹ кунне çывхартнă ветерансене тав турĕ, палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕ. Паллах, ветерансене те сăмах пачĕç. Халăх умĕнче вăрçă çулĕпе утса тухнă М.А.Кожевников тухса калаçрĕ. Çакăн пек чыс тунăшăн, ветерансене манманшăн куççуль витĕр тав турĕ. Афганистанпа Чечня вăрçисене хутшăннисен ятĕнчен Г.Семенов саламларĕ. Ветерансене савăнтарса Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи арçынсемпе хĕрарăмсен хорĕсем вăрçă çинчен юрăсем юрларĕç. Шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕ те хăйĕн номерĕсемпе паллаштарчĕ, ветерансене чечексем парнелерĕ. Вăрçăран таврăнайманнисен ячĕпе лартнă Çĕнтерỹ палăкĕ умне ĕç коллективĕсем чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çакăн пек митингсем ветерансене хисеп туса районти кашни ялтах пулса иртрĕç. Шăмăршă районĕнчи фронтовиксем сотовăй телефонлă пулчĕç Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине чаплăн уявланă кунсенче вăрçăпа ĕç ветеранĕсен чунĕсене савăнтарканни районта нумай пулчĕ. Иртнĕ эрнере Шăмăршăна хаклă хăна _ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А.Гапликов килсе кайрĕ, телефон çыхăнăвĕсĕр пурăнакан фронтовиксене сотовăй телефонсем парнелерĕ. Акă вĕсем, чи телейлисем: Л.А. Миронов (Шăмăршă), М.А. Петров (Кахăрлă Шăхаль), А.Н.Старый (Васан), А.Е.Камкин (Ирçе Тĕкки), В.Е.Ефимов (Васан). Виçĕ ветеран _ Васанти М.И.Казаков, Палтиелĕнчи Г.М.Юсупов тата Улмаллăри А.С.Дмитриев тĕл пулăва килеймен, вĕсене килĕсене кайса телефон парĕç. _ Телефонĕ йĕркеллĕ ĕçлетĕр, сирĕн унпа шăнкăравласа тăмаллах пултăр, - терĕ тĕл пулура сăмах илсе Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Çак кун тепĕр савăнăçлă самант та пулчĕ: Раççейри запасри офицерсен Ассоциацийĕ Шăмăршăра пурăнакан М.А.Кожевников фронтовика Дипломпа тата значокпа наградăланă. Çак наградăсене ветерана район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев чаплă лару-тăрура пачĕ.