Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

РАЙОНТИ ЧИРКỸСЕНЧЕ _ ÇВЕТТУЙ ÇУЛĂМ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкар аэропортне Тель-Авиври Бен-Гурионран вĕçсе килнĕ самолет анса ларнă. Çак самолетпа Николай Федоров Президент тата Улатăрти Савватий епископ Иерусалимри Турă Тупăкĕн Храмĕнчи Çветтуй Çулăма илсе килнĕ. Хулари Введени соборĕнче Николай Федоров Президент Тивлетлĕ çулăма Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕн Варнавăн аллине панă. Пиллĕкмĕш округ благочиннăйĕн Анатолий протоиерейĕн пиллĕхĕпе Çветтуй Çулăма Чăваш Енĕн кăнтăр районĕнчи чиркỹсене те çитернĕ. Турра ĕненекенсем унпа çуртасем çутса, хăйсен кил-çурчĕсене савăнăç, тăнăçлăх тата телей кỹреççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 мая 2005
00:00
Поделиться