Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Депутат _ суйлавçăсем хушшинче

Суйлавçăсем, район çыннисем Раççей Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов пирĕн çинчен манчĕ, килсе курмасть тесе пăшăлтатнине пайтах илтме тивнĕччĕ. Те халăх шухăш-кăмăлне туйса, те чунĕ туртнипе Павел Владимирович уявсем умĕн Шăмăршă тăрăхĕнче пулнă. Хăйĕн ĕçлĕ кун йĕркине Карапай Шăмăршă ял администраци территорийĕнчен пуçланă, унти халăхпа тĕл пулса калаçнă, ыйтусем çине хуравланă. Çавăн пекех Киров ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх кооперативĕн машинăпа трактор паркне, "Елочка" санатори-профилакторие çитсе курнă. Йывăрлăхсем сиксе тухсан пулăшма шантарнă. Ахальтен асăнмарăм ĕнтĕ П.Семенов депутат Çĕнтерỹ кунĕ умĕн килнине. Карапай Шăмăршăра тата Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакан В.Л.Петьковпа Н.В.Ларионов ĕçпе вăрçă ветеранĕсем патне килне çитсе вĕсене парнесемпе чысланă. Районăн илемлĕ те мухтавлă вырăнĕсемпе те паллашнă депутат. Ăна Шăмăршăри ипподром килĕшнĕ. Май пулсан, лашасен ăмăртăвне те килсе курасшăн вăл. Чăваш Республикин Президенчĕн кăçал "Садсемпе парксен çулталăкĕ" Указне ырласа çамрăк хунавсем умĕнче сăн ỹкнĕ. Шăмăршăри чиркĕве те кĕрсе курма кăмăл тунă, çуртасем çутнă. Паллах, райадминистраци ĕçченĕсемпе, предприяти-организацисен, учрежденисен ертỹçисемпе те калаçу йĕркеленĕ Павел Владимирович. Ваттисен çуртне кĕрсе ватăсене микрохумлă кăмака парнеленĕ. Аптекăра, район больницинче пулса курнă. Кунти çитменлĕхсене пĕтерме, юсав ĕçĕсем тумалли çинчен калаçу пуçарсан, ку ыйтăва татса паратпăрах тесе район администраци пуçлăхĕпе В.П.Фадеевпа депутат алă тытсах килĕшнĕ. Патирек ялĕнчи тĕл пулура уйрăмах ватăсем йышлăн пулнă. Çĕнтерỹ палăкĕ умне П.В.Семенов депутат чечексем хунă. Вырăнти мечĕт валли укçа уйăрса панă. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов килсе кайни района пулăшу кỹрессе, хăш-пĕр çивĕч ыйтусене татса пама май парасса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 мая 2005
00:00
Поделиться