Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ял-йыша асăнса лартнă палăка юсаса илемлетнĕ, картине сăрланă. Шкул коллективĕ кунта хăйăр турттарса çул турĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем "Çĕрпỹ-Сызрань" автотрасса хĕррине çỹп-çапран тасатрĕç. Пĕлтĕрхи кĕркунне шкул патĕнче çамрăксемпе çамрăк мăшăрсен аллейине лартса хăварнăччĕ. Çак кунсенче çамрăксем кунта йывăçсемпе тĕмсем тата та лартрĕç, мĕнпур ĕçе шкул директорĕ В.А.Яковлев йĕркелесе-ертсе пычĕ. Шкул ачисен тепĕр ырă ĕçне те палăртмалла: кăçал кашни класс чечек калчисем çитĕнтерчĕ. Çанталăк ăшăтсанах чечексене шкул умĕнчи клумбăсем çине кăларса лартĕç. Йывăçсемпе тĕмсем лартма ял халăхĕ те хутшăнать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 мая 2005
00:00
Поделиться