АНАТ ЧАТКАС.
Ялти кану паркĕнче 3 пин тĕп чăрăш лартса хăвартăмăр. Çак ĕçре шкул ачисем питĕ тăрăшуллă пулчĕç. Вĕренекенсем хăйсен килĕсенчен вуншар тĕп чие, слива, крыжовник тата ытти çырла йывăççисем илсе килсе шкул пахчине лартрĕç. Ялти чиркỹ патне тĕне ĕненекенсем çăка тата пилеш йывăççисем лартма палăртрĕç. Çак йывăçсене вăрмантан кăларса килтĕмĕр ĕнтĕ, паян лартса хăваратпăр. Ялсенчи палăксене юсаса çĕнетнĕ, йĕри-таврашне чечексем лартнă
"Шăмăршă хыпарĕ"