"ВĂРÇĂ АЧИСЕН ÇĂКĂРĔ КУÇÇУЛЬПЕ ТĂВАРЛАННĂ"
Аттемĕрсем фронта тухса кайсассăн Мĕнпур нуша тиеннĕ ялтисем çине. Ах, вăрçă ачисем... Мĕн-ма сывлатăр ассăн? Аса илмешĕкн йывăр иртнине. Иван САЛАНДАЕВ. _Ача чухнехи вăхăта аса илсен, йĕрес килет, - каласа парать Анат Чаткасра пурăнакан Н.С.Кузьмин. _Нуша-асап хамăртан та пысăкрахчĕ, выляса-кулса юлаймарăмăр. Виççĕрех амăшĕнчен тăлăха тăрса юлнă вăл. Тырă вырнă вăхăт пулнăран, пурте хирте ĕçленĕ. Кулька: "Анне вилет!" тесе çынсене чĕнме чупнă. Анчах вилнĕ çынна чĕртсе тăратаймăн çав. Кулька çичĕ çула çитсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ашшĕне фронта илеççĕ. Пилĕк ача _ пĕринчен тепри пĕчĕкрех _ нуша сакки çине ларса юлаççĕ. Чи пысăк йывăрлăх, чăнах та, аслă аппăшĕ Кăтỹк çине тиеннĕ. Выçă, çĕтĕк-çатăк, сивĕ ачалăхра пĕр савăнăçĕ те пулман. Кулька тете крахмал пашалăвĕ, курăк яшки, мăян çăкăрĕ çинине лайăх астăвать. Выçăпа тата чир-чĕрпе ачасем нумай вилнĕ. Пĕр каçхине Кулька тетен ашшĕ вăрçăран йывăр аманса таврăнать. Ачисене ыталаса илет те Çемен тете, йĕрсе ярать. Нумай та пурăнаймасть вăрçă паттăрĕ _ йывăр суранĕсене пула пурнăçран уйрăлса каять. Ялти ытти çынсемпе пĕрле, Çемен тетен ачисем те фронта пулăшнă. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Акă, тинех вăрçă чарăнать, пурнăç та çăмăлланма пуçлать. Кулька йĕкĕт çулне çитсен салтака каять, Хабаровск тăрăхĕнче пограничник пулать. Çартах çыхăнуçă ĕçне хăнăхать. Салтакран таврăнсан, Н.Кузьмин "Куйбышевстрой" трестра бетонщикра вăй хурать. Унтан Кемерево облаçне шахтăра ĕçлеме тухса каять. Анчах чун-чĕре çуралнă ялнех туртнă. Канашри механизаци шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Н.Кузьмин тăван колхозра тракторист, слесарь, тимĕрçĕ, кочегар ĕçĕсене пурнăçлать. Тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз ĕçĕнчен уйрăлмасть. Мăшăрĕпе _ Люся аппапа 4 ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра ватăсем ывăлĕпе тата кинĕпе, икĕ мăнукĕпе пĕр çемьере килĕштерсе пурăнаççĕ.