Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШКУЛТА _ КАЙĂКСЕН КУНĔ

"Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ çутçанталăка сыхлас, ун пуянлăхĕсене килес ăрусем валли упраса хăварас тĕлĕшпе нумай ĕç тăвать. Çак пархатарлă ĕçе вĕренекенсене те явăçтараççĕ ун ĕçченĕсем, шкулсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пĕрлехи вăйпа йĕркелекен мероприятисем интереслĕ иртеççĕ, вĕсен усси куç кĕретех. Хальтерехри мероприятисенчен пĕри _ Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта иртнĕ "Кайăксен кунĕ". Çиччĕмĕш-саккăрмĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç унта. Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсене "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн вĕçен кайăксемпе ĕçлекен наука сотрудникĕ А.Яковлев çунатлă туссен пурнăçĕ çинчен кăсăклă каласа кăтартрĕ, вĕсем валли йăвасемпе вĕллесем хатĕрлемелли меслетсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май, Наци паркĕн территорийĕнче хальхи вăхăтра 165 тĕрлĕ вĕçен кайăк пурăннине шута илнĕ. Вĕсен хушшинче сайра тĕл пулаканнисем, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнисем те пур. Кайăксен кунĕнче "Пирĕн тăрăхри вĕçен кайăксене пĕлетĕр-и?" викторина та интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ иртрĕ. Кунта чи пултарулли 8 "а" класри Антон Антонов пулчĕ, çиччĕмĕш класри Саша Бондарев _ иккĕмĕш. 8 "б" класра ăс пухакан Гена Ибетов та вĕсенчен нумаях юлмарĕ. Çĕнтерỹçĕсем хаклă парнесене тивĕçрĕç. Юлашкинчен Наци паркĕн ĕçченĕсемпе шкул ачисем вăрмана çул тытрĕç, йывăçсем çине çĕнĕ шăнкăрч вĕллисем çакрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться