ИЛПЕК ÇИНЧЕН АСА ИЛЧĔÇ, ИЛПЕКЕ ХИСЕП ТУРĔÇ...
Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа часах 90 çул çитет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн В.П.Фадеевăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, халĕ районта Илпек вулавĕсем пыраççĕ. Ытлари кун çакăн пек ырă ĕç писателĕн тăван ялĕнче _ Виçпỹрт Шăмăршăра пулса иртрĕ. Ял библиотекин заведующийĕ Л.А.Егорова кĕрекене Илпекĕн тăванĕсене, халăх писательне çывăх пулнă хисеплĕ ватăсене пуçтарнă. Çутă сăмаварти матрỹшке чейне ĕçнĕ май, ял çыннисем Илпек Микулайĕ çинчен аса илчĕç. Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче вĕренекен маттур ачасем, А.Н.Юманова учительница ертсе пынипе, Илпек Микулайĕн пултарулăхне тата "Хура çăкăр" романри сăнарсене чăн-чăн ăсчахсем пек тĕпчени савăнтарчĕ. Тупата, аслă шкул студенчĕсен те çак ачасенчен тĕслĕх илмеллĕх пур. Паллах, учителĕ мĕнле _ ачисем çапла. Н.Александрова, П.Падиаро, З.Поспелова, А.Иванова, И.Петров, Ф.Юманов, К.Ишукова, Е.Абсалямова тата ыттисем Илпек Микулайĕ çав тери ырă, çăл куç пек тапса тăракан талантлă çын пулнине палăртрĕç. _Илпек Микулайĕ тăван çут çанталăка сăнлама юратнă, - терĕ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнчи наука ĕçченĕ, "Хура çăкăр" романа кĕрсе юлнă Наççу ывăлĕ В.Мулендеев. _Акă, "Харсăр алăсем" калавах илер. Еплерех илемлĕ сăнланă вăл пирĕн Шăмăршă вăрманне! "Туратсăр яяхтăсем, пăхсан çĕлĕк ỹкмелле, çỹллĕ. Йывăçĕ яштака та шултра, пурте пĕр енлĕ _ пĕрне тепринчен ытармалла мар". кунашкал çырма çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ çеç пултарать. Кĕреке хушшинче ларнă чух педагогика ĕçĕн ветеранĕ Нина Федоровна Александрова "Хура çăкăр" драмăн премьерине курма кайнине хумханса аса илчĕ: "Спектакль вĕçленчĕ т, залри халăх тăвăллăн алă çупма пуçларĕ. Сцена çине автора _ Илпек Микулайне чĕнсе кăлартăмăр. Халăх писательне вун-вун чĕрĕ чечек çыххи парнелерĕç". Библиотекăна пуçтарăннисем Илпек юратакан юрăсене юрларĕç, писателĕн амăшĕ _ Матуç аппа та юрă-такмак ăсти пулнине аса илчĕç. Илпек вулавĕсем малалла пыраççĕ, Виçпỹрт Шăмăршăри учительсемпе культура ĕçченĕсене паллă ентеше çавăн пек пысăк чыс тунăшăн чĕререн тав тăвас килет