Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧĂВАШЛĂХ УЙĂХЛĂХĔ ПУÇЛАНЧĔ

Чăваш наци конгресĕн президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн республикăра тата чăвашсем йышлăн пурăнакан регионсенче Чăвашлăх уйăхлăхĕ пуçланнă. Вăл май уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырĕ. Ăна Чăваш чĕлхин кунне (апрелĕн 25-мĕшĕ), чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнă куна тата чăваш литература классикне Константин Иванова (вăл çуралнăранпа 115 çул çитет) халалланă. Чăвашлăх уйăхлăхĕ пирĕн районта Виçпỹрт Шăмăршăра Илпек вулавĕсемпе пуçланчĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн Аслă канашĕн çынни Иван Саландаев хутшăнчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться