Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇЕМЬЕ ДИНАСТИЙĔСЕМ ПИРКИ _ ĂШĂ СĂМАХ

ÇĔР ĕçче-нĕсене чĕререн хисеплетĕп эпĕ. Йывăр та канăçсăр вĕсен ĕçĕ, тепĕр чух супăньпе тем чул çусан та механизатор алли шуралмасть пуль. Анчах та эпĕ çак алă темле таса алăран та илемлĕрех тесе шутлатăп. "Восход" хуçалăхра Анатолий Александрович Юнкеров тракториста çывăх паллаттăм. Хĕрĕх çула яхăн "хурçă ут" çỹретрĕ вăл, "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята çĕнсе илчĕ. Хăй тивĕçлĕ канура пулин те, ывăлĕсем _ Юрийпе Андрей _ ашшĕн ĕçне малалла тăсаççĕ. Юнкеровсен çемье династийĕ пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Анатолий Александрович трактористра ĕçлекен ывăлĕсем çине савăнса та мухтанса пăхать. "Искра" кооперативри Балянинсен çемье династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 111 çула тăсăлать терĕç те хуçалăх бухгалтерийĕнче, тĕлĕнсе кайрăм. Çак çемьерен ултă механизатор тухнă. Александр Федорович _ династие пуçараканĕ _ трактористра 30 çул ĕçленĕ. Унăн ывăлĕ _ Владимир Александрович _ 28 çул хушши "хурçă ут" çỹретет. Юрий Александрович та 24 çул суха тăвать. Николайпа Михаил Балянинсем те _ ятлă-сумлă трактористсем. Çакăн пек ырă тĕслĕхсене кашни ялтах курма пулать. "Колос" агрофирмăри Никифоровсен çемье династийĕ çинчен эпир хамăр хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Ĕçчен те пултаруллă ытти çемьесем пирки çырнă очерксемпе тĕрленчĕксем те хаçатра вырăн тупĕç. Районта врачсен, учительсен, культура ĕçченĕсен çемье династийĕсем пур. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те, мăнукĕсем те çемье профессине суйласа илеççĕ, Тăван çĕршыва усă кỹрекен чăн-чăн специалистсем пулаççĕ. Чыс та мухтав сире, çемье династийĕсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться