Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ФАДЕЕВ

Чăваш Республикин Шăмăршă район администраци пуçлăхĕ Валерий Петрович Фадеев пирки ятарлă сыпăк уйăрни ахальтен мар. Сăлтавĕ Иккĕ. Пĕрремĕшĕ. Валерий Петрович ертсе пыракан Шăмăршă тăрăхне 2004 çулхи февраль уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович путин килни. Чăваш патшалăхĕн историйĕнче пĕр-пĕр района СССР, Раççей ертỹçи çитсе курни пулман. Ку енĕпе Валерий Петрович чăвашăн "ылтăн çỹпçине" кĕрсе юлчĕ. Иккĕмĕшĕ. Вунă-вун çул каялла район пуçлăхĕн ĕç меслетне критиклесе "Хресчен сасси" хаçатра статья кăларнă хыççăн Валерий Петровичпа çывăх юлташсем пулса тăни. Иккĕмĕш сăлтав пирки тĕппĕнгрех чарăнса тăрам-ха эппин. Мĕншĕн тесен манăн пурнăçра вăл интереслĕ йĕр хăварчĕ. "Фадеев Чингис хан меслечĕпе ĕçлет" статья (унта "Агропромхими" пĕрлешĕвĕнчи пăтăрмахсем пирки, район пуçлăхĕ Халăх шухăшне шута илмесĕр вăйпа тенĕ пекех хăйĕн кандидатурине -Г. Измайлова- пĕрлешỹ ертỹçи пулма сасăлаттарни çинчен çырса кăтартнă. Кайран хăйне хирĕçлекенсене: "Чингис хан меслечĕпе илтĕм вĕт сире. Шăпăр тураттисене хуçнă пек пĕрерĕн-пĕрерĕн хуçрăм", - тет. Историрен паллă: Чингис хан çынсене чиксе касса мар, çурăм шăммине хуçса вĕлернĕ. Валерий Петрович çурăм шăммисене хуçман ĕнтĕ. Сăмахпа, пĕрлешĕве кризисран туртса кăларма Г.Измайлов çеç пултарать тенĕ. Тĕрĕссипе Валерий Петрович "Чингис хан меслечĕпе илтĕм вĕт сире" тесе каламан пулсан статьян эффекчĕ Шăмăршăра вăйлах пулмастчĕ, рядовой материал пек çеç асра юлатчĕ) пичетленсе тухнă кунах Валерий Петрович редакцие шăнкăравларĕ. "Тавтапуçах мана Чингис ханпа танлаштарнĕшĕн", - тет."Кулса калатăр ĕнтĕ, йĕкĕлтес тесе", - тетĕп. "Пĕрре те кулсшăн мар. Чингис хан чаплă полководец пулнă. Ăна тĕнче пĕлет. Мана ку чыс кăна кỹрет", - тет Валерий Петрович. "Критикăлла статья çырнăшăн ку таранчен никам та тав туса шăнкăравламанччĕ -ха", - тетĕп. "Вăт эпĕ Пĕррмĕш пултăм", - терĕ те калаçăва çапла вĕçлерĕмĕр. Çав кунсенче Шăмăршă районне нумай çул хушши ăнăçлă ертсе пынă, унтан Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертỹçин çумĕнче ĕçлеме тытăннă Василий Иванович максимовпа калаçма тỹр килнĕччĕ, статья пирки те сăмах хускатнăччĕ. "Курсах тăр, Фадеев лайăх ĕçлесе каять, эсĕ те унпа туслашăн. Ăслă-тăнлă, мал курăмлă ертỹçĕ вăл. Дисциплинăна малтанах çирĕплетмесен лару-тăрăва, ĕç-хĕле йĕркеллĕ туса пыма çав тери хĕн пулассиине ăнланать вăл",- терĕ Василий Иванович. Чăнах та Шăмăршă районĕ Пирки республикăра çине-çинех аса илме тытăнчĕç. Экономика енĕпечăрмавсем пулсан та район ертỹçи ялсен инфраструктури, социаллă пурнăçĕ çине пысăк пусăм турĕ. Республикăра чи малтан шкулсене çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтма пăрахрĕç, пĕтем яла асфальт çул çитерчĕç, врач офисĕсем, тĕслĕх билиотекăсем уçрĕç, çĕнĕ шкулсем çĕклерĕç, çамрăксем Президент программисем урлă хăтлă çуртсем тăва-тăва лартрĕç, район центрĕнче такам та ăмсанмалла патшалăх учрежденийĕсен çурчĕсем хута кайрĕç. Капăрлăхĕпе, тирпейлĕхĕпе Шăмăрша ялĕ Европа шайĕнчи стандарта çитрĕ. Маншăн чи кирлисенчен пĕри- критикленĕшĕн çил хăваласа çỹремерĕ. Шăмăршă тăрăхне "Хыпар" кунне ирттерме пырсан (эпĕ "Хыпар" хаçата тĕп редакторăн çумĕнче ĕçлеме куçнăччĕ ĕнтĕ) тĕл пулусем вĕçленичченех пĕрле çỹрерĕ. Пирĕн хаçатсене çырăнса илес тĕлĕшпе те ырă тĕслĕх кăтартрĕ - 9 хаçата та (çавăн чухлĕччĕ темиçе çул каялла) килĕнче илсе тăма çырăнчĕ. Василий Иванович каланă пекех пулса тухрĕ - Валерий Петровичпа чăнласах та туслашса кайрăмăр. Çакна 2002 çулхи ноябрь уйăхĕнче хăйĕн юбилейне пыма йыхравлани те яр уççăнах çирĕплетет. Юбилей вăхăтĕнче йăтăнса тухнă кĕтмен самант пирки те чарăнса тăмасăр май çук. Малтанласа калав çырмалла мар-ши тесе те пăхрăм. Çапах та Фадеев ячĕпе çырма тытăннă сыпăкра каласа кăтартни вырăнлăрах та аванрах пулĕ, хайлава та хăйне евĕрлĕрех тăвĕ терĕм. Валерий Фадеев 50 çул тултарнине уявламареспубликăри районсен администраци пуçлăхĕсем, министрсем, ЧР Президенчĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, тĕрлĕ учрежденипе ведомство ертỹçисем, районти сумлă, ят илнĕ пуçлăхсем нумайăн килнĕ. Чи хаклă хăна вара - Чăваш республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Наталья Юрьевна Партасова (ăна отставкăна яриччен тата икĕ çул-ха). Вăл чи курăнмалла вырăнта Валерий Петровичпа юнашар ларать. Чун-чĕрине кĕрсе курман та, сăнĕ-кĕлеткипе аптăрамасть премьер, - çак должноçа ларнăранпа самай тулчĕ пулин те. Хăнасен хушшинче ман валли те вырăн тупăнчĕ-Чăваш патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕпе Валерий Николаевич Яковлевпа хирĕç лартса чыс кỹчĕç. Ĕçме-çиме, тĕрлĕ сăй чаплă ĕнтĕ - сăмах çитмест. Вĕсене чăтаймасăр сĕтелсен урисем авăна-авăна ларнă. Чаплă уява Валерий Фадеевăн ĕçтешĕ, унăн харсăр çумĕ Александра александровна Бочкарева (шел, 2004 çулта вăл пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлчĕ) ертсе пырать. Пĕрин хыççăн теприне сăмах парать. Прессăна Шăмăршă хуçисем хисеплени каллех палăрчĕ - мана министрсем хыççăнах сăмах пачĕç. Зал шăпланчĕ. "Хыпар" представителĕ Мĕн калать-ха тесе вун - вун мăшăр куç ман çине тинкерчĕ. Чăвашăн тĕп хаçатĕнче ĕçлекенсем Валерий Петровича юбилей ячĕпе пĕтĕм чĕререн саламланине пĕлтерсен, пирĕн хаçатсене хăвăр çеç мар, район халăхĕ Хушшинче ытларах сарма сĕнсен: "Эсир, валерий петрович, чăн-чăн полководец! Чаплă полководец кăна район çыннисене çĕнĕ çитĕнỹсем патне ăнтăлтарма пултарать. Тепĕр 50 çул пурăнма сывлăх сунаççĕ Сире "Хыпар" хаçатра ĕçлекенсем!" - терĕм те, хăнасем тăвăллăн алă çупнă вăхăтра юбиляраКитай сервисĕн пуххине тыттартăм. Миссие пурнăçланă хыççăн хамăн вырăна каăса ларма авăрлантăм çеç зал варрине тухнă, микрофон тытнă Василий Иванович максимов (ЧР Президенчĕн Администрацийĕн Ертỹçин çумĕ) тытса чарчĕ. Сулахай аллипе çурăмран çỹлерех тытрĕ те: "Çак çын, Максимов журналист, Фадеевпа мĕнле туслашнине пĕлетре?" - терĕ. Зал шăпланчĕ. Ку сăмахсем НĕПартасовăна та интереслентерсе ячĕç пулмалла - пуçне чалт! çĕклерĕ. "Фадеев пирки фельетон çырса, Фадеева Чингис ханпа танлаштарса юлташланнă, - терĕ малалла Василий Иванович. - Фельетон тухсанах ман пата Фадеев шăнкăравларĕ. "Макисмова мĕн тумалла, дуэле чĕнмелле мар-и?"-тет. "Дуэле чĕнмелле мар, туслашмалла", -терĕм. Фадеев вара редакцие шăнкăравланă, чаплă полководецпа танлаштарнăшăн тав тунă. Çапла пулнă-и?" - тет Василий иванович. Эпĕ Аванмарланса, хĕрелсе кайса микрофона алла илтĕм: "Чăнах та çапла пулнăччĕ. Фадеев Чингис хан меслечĕпе ĕçлет тесе критикăлла статья çырнăччĕ. Валерий петрович статья статья тухнă хыççăнах шăнкравларĕ, хăйне чаплă полководецпа танлаштарнăшăн тав турĕ. Кун пекки, критиклесе çырнăшăн тав туни, журналистикăри манăн ĕçĕм-хĕлĕмре пулманччĕ. Вăл çеç те мар -ха, туслашса кайрăмăр, пирĕн хаçатсене те килĕнче вулама пĕтĕмпех çырăнса илме тытăнчĕ. Çакăн хыççăн мĕнле ĕнтĕ хисеплемĕн Валерий петровича. Эсир те, район хуçисем, унран тĕслĕх илĕр, - терĕм. Унччен те пулмарĕ, Александра Александровна микрофона манран илчĕ те: "Давайте выпьем за Чингис хана!" - терĕ вырăсла. Эй, тĕнче! Эпĕ çĕр тĕпне анса кайманни кăна. Халăх, юбилее килнĕ Элита-халăх, ура çине кăшăл-л! çĕкленчĕ. Йăл-Йăл çиçекен Валерий Петрович çине ытарлăн пăхса: "Давайте выпьем!" - тесе черккери эрехĕсене тĕппипех ĕçрĕç. Премьер та Фадеева тем каласа, ăшшăн кула-кула черккене пушатрĕ. Эпĕ те, Василий Иванович та - ĕçрĕмĕр. Вупщем, Фадеевĕн юбилейĕнче "главное лицо" пулса тăтăм. Сĕтел хушшинче те, тăхтавра та район пуçлăхĕсем çак саманта аса иле-иле кăмăллăн кулчĕç. Кайран, правительство пуçлăхне ăсатса ярсан, пĕр район ертỹçи (хушаматне асăнмăп ĕнтĕ) хулран тытрĕ те: "мана Чан Кайшипе (генералиссимус, Китайăн главнокомандующийĕ пулнă) танлаштарса статья çыр-ха", - терĕ... Вăт çакăн пек интереслĕ пулăмсемпе ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ Валерий Петрович Фадеевăн юбилейĕ.



22 апреля 2005
00:00
Поделиться