Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ТЫРĂ ВЫРНĂ ЧУХНЕ АННЕ ВИЛЧĔ..."

ÇУЛЛАХИ тỹсме çук шăрăх вăхăт. Колхозниксем пуçа çĕклемесĕр ыраш вырнă, хутран-ситрен чĕрĕ тырă пĕрчине çăвара хыпса хырăм выççине пусарнă. Мĕн калăн, вăрçă вăхăчĕ, килте çимелли нимĕн те çук... Ỹт-пỹре вăй пулманнипе, хĕр арăмсемпе ачасем часах ывăннă, анчах шăла çыртса малалла ĕçленĕ. _ Ах! _ тенĕ те пĕр хĕр арăм, çурлине аллинчен ямасăрах хăмăл çине йăваннă. Кỹршĕре тырă выракансем ун патне чупса çитнĕ тĕле хĕр арăмăн чĕри те тапма чарăннă... _ Ачисем мĕнле пурăнкалĕç ĕнтĕ, _ куççуль витĕр шеллесе калаçнă колхозниксем. _ Упăшки фронтра вĕт-ха, çичĕ ачана кам пăхĕ... Çапла аса илет хăйĕн амăшĕ вилнине Энтĕрьелĕнчи пурăнакан Нина Васильевна Филиппова. Çичĕ ача хăр-тăлăха тăрса юлнă. Вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ нуша курнине каласа пĕтерме те çук. Çуркунне, çĕр хуралма пуçласанах, крахмал шырама кайнă. Пĕррехинче çĕр улми уйне çул тытнă чухне Нинук чут çеç çурхи шывпа юхса кайман. Кунĕпе кĕреçепе чавса пĕр витре çĕр улми пуçтарни пысăк телей пулнă. Ăна çуса тасатса крахмалтан пашалу пĕçерсе çинĕ. Крахмал пашалăвĕнчен тутлăраххи çĕр çинче урăх нимĕн те çук пек туйăннă выçăпа касăлнă ачасемшĕн. Ашшĕ вăрçăран йывăр аманса таврăннине лайăх астăвать Нина Васильевна. Хура куçлăхлă (куçран суранланнă), уксахлакан салтака асламăшĕ малтан палласа та илеймен. Нинук вара ашшĕне тỹрех палласа илнĕ, чупса пырса мăйĕнчен уртăннă. Ашшĕ вăрçăран таврăнсан, темиçе уйăхранах Нинукăн тетĕшĕ _ Петя фронта тухса каять. Петя тетĕшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă. _ Тăвансемпе кỹршĕ-аршă пулăшнипе ун чух выçă вилмерĕмĕр, паян кун та пурăнатăп-ха, _ куççульне тутăрĕпе шăлнă май калаçать Нина Васильевна. _ Эпир курнă асапа текех никамăн та курмалла ан пултăрччĕ. Çĕр çинче чи йывăрри вăл _ выçлăхпа нушаланасси. Çĕр çинче чи хакли _ çăкăр чĕлли. Çакна ан манăр, ачамсем



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться