САВĂНТАРЧĔÇ ХАЛĂХА
Пăчăрлă - Пашьелĕнчи Культура çуртĕнче çак кунсенче Аслă Çĕнтерĕве халалласа концерт иртрĕ. Ялти пур предприятипе организаци те хутшăнчĕç унта, аякра тăрса юлмарĕç. Вĕсен хушшинче ял администрацийĕн специалисчĕсем, вăтам шкулти учительсен тата вĕренекенсен коллективĕсем, ялти çыхăну уйрăмĕн, участок больницин, ача-пăча сачĕн, "Сарпике" суту-илỹ лавккин, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн, "Юман" суту-илỹ лавккин ĕçченĕсем тата ял çыннисем. Концерт хор юррипе пуçланчĕ. "Эх, дороги" тата "Бухенвальдский набат" юрăсене пĕрлештернĕ хор витĕмлĕн те ĕнентерỹллĕн юрласа пачĕ. Ун хыççăн Татьяна Угарина К. Симоновăн "Жди меня" сăввине чуна хумхантармалла вуларĕ. Малалла вара ялти предприятисемпе организацисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вăтам шкулти учительсен коллективĕ "Солнце скрылось за горою", "Я люблю тебя, жизнь", "Под звездами Балканскими" юрăсене шăрантарчĕ. Вăтам шкул вĕренекенĕсем "Яблочко" ташăпа, "Эх, тельняшка" юрăпа, "Ленинград блокади" номерсемпе савăнтарчĕç. "Сарпике" сутỹ-илỹ лавккин ĕçченĕсем "В землянке" тата "Идет солдат по городу" юрăсене илемлĕн шăрантарчĕç. Çавăн пекех, вăтам шкул вĕренекенĕсем "Сто дней до приказа" ташăпа, "Шел Ленинградский паренек" юрăпа, "Вăрçă ветеранĕсене" литмонтажпа паллаштарчĕç. Ача-пăча сачĕн ĕçченĕсем "Огонек", "Шăпчăксем юрлатчĕç чарăнмасăр"юрăсене шăрантарчĕç. Библиотека тата администраци ĕçченĕсем "Вăрман тăрăх утса" юрă юрларĕç. Больница ĕçченĕсем "Алеша" тата "Чечексем" юрăсене ĕнĕнтерỹллĕн шăрантарчĕç. Уйрăм юрăçсенчен А. Семенов пурне те хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнларĕ. Вăл "Как родная меня мать провожала", "Юр тăкăнать" юрăсемпе, "Чей такмакĕсемпе" паллаштарчĕ. Е. Анисимова "Лена партизанка" юрăпа халăхăн паттăрлăхне чун патне çитерчĕ. Н. Саминова "Аттепеле анне килĕнче" юрра хăйĕн уçă сассипе илемлĕн шăрантарчĕ. Концерт "Улăх тăрăх утса" тата "Эсĕ сар хĕвел пулсан" юрăсемпе вĕçленчĕ. Вĕсене Культура çуртĕнчи фольклор ушкăнĕ шăрантарчĕ. Концерта Татьяна Угарина тата Тамара Можаева библиотекарь ăста ертсе пычĕç.