Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧУНПА ВАТĂЛМАСТЬ ФРОНТОВИК

Карапай Шăмăршăри Василий Петьков 1940 çулта Мускав облаçне ĕçлеме тухса кайнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнине унтах кĕтсе илнĕ. 1942 çулхи июль уйăхĕнче Василий Петькова Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Çак çулах, август уйăхĕнче, Сталинград таврашĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Тепĕр эрнерен, хаяр çапăçусенчен пĕринче амантсан, ăна госпитале ăсатнă. Такамăн тимсĕрлĕхне пула сентябрь уйăхĕнче Карапай Шăмăршăна В. Л. Петьков "паттăрсен вилĕмĕпе пуç хуни" çинчен хыпарлакан "хура хут" килнĕ. Сывалнă хыççăн Курск пĕккинчи çапăçусене, Белоруссие, Польшăна ирĕке кăларассишĕн пынă çар операцийĕсене хутшăннă. Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Василий Леонтьевича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, 3 медальпе наградăланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться