Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇУРХИ КУН ЫЛТĂН ПЕК ХАКЛĂ

Хумханса тата пăшăрханса кĕтет çур акине "Восход" кооперативăн тĕп агрономĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Н.А.Воробьев. Пирĕн корреспондент çак эрнере унпа курса калаçнă. _ Вăрлăхсем çитеççĕ-ха, пахалăхĕ те тивĕçтерет, - терĕ Н.А.Воробьев. _ Çĕрпỹри сăнав станцийĕнчен 3 тонна супер-элита урпа тата çакăн чухлех супер-элита çурхи тулă вăрлăхне туянтăмăр. Çур аки планĕпе килĕшỹллĕн, 500 гектар çурхи тулă, урпа - 300, сĕлĕ - 50, хура тул - 30, пăрçа- 30, вика-20, сахăр чĕкĕнтĕрĕ - 50, чернушка сухан 8 гектар акатпăр. Çĕр улми валли 20 гектар уйăрасшăн. Вăрлăхсене пурне те имçамласа кăна акатпăр. _ Хирте ĕçлеме механизаторсем çитеççĕ-и? Техника юсавлăхĕ пирки мĕн калама пултаратăр? _ Трактористсем те, сеяльщиксем те çителĕклĕ, пысăк опытлисем çамрăксене вĕрентсе пырĕç. Ака агрегачĕсене Владимир Юмановпа Валерий Васильев механизаторсене шанатпăр. Техникăна юсама, чăнах та, каярах юлса пуçăнтăмăр. Укçа çукки нумай чăрмав кỹрет. Çапах та юлнă кунсенче юсав ĕçĕсене вĕçлетпĕрех. Ака-суха ĕçĕсене гусеницăллă сакăр тракторпа кустăрмаллă икĕ Т-150 трактор хутшăнĕç. _ "Савăнмаллинчен пăшăрханмалли ытларах", - терĕр Эсир калаçу пуçланас умĕн. Мĕн ыраттарать-ха агроном чĕрине? _ Халлĕхе çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, минераллă удобренисем те çукпа пĕрех. Унчченхи пек фермăра йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă пулсан, укçа тума майне тупаттăмăр-ха. Выльăх йышĕ нумай мар çав. Апла пулсан, урăх çул-йĕр шырамалла, каллех кивçене кĕмелле. Агроном пулнă май, удобренисĕр пысăк тухăç илме çук тесе çирĕплетсех калатăп. Гербицидсем те кирлĕ. Кĕркунне чылай лаптăка сухаласа хăвараймарăмăр, çавăнпа та çуркунне ĕç калапăшĕ пысăк пулĕ. Çитмен-лĕхсем нумай тесе алла усмастпăр-ха, ака-суха ĕçĕсене йĕркеллех ирттерессе шанатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться