Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВЕТЕРАНСЕНЕ _ ЧЫС ТА ХИСЕП

Улмаллă ял администрацийĕ Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине чаплă паллă тума хатĕрленет. Çак кунсенче ялти клуба ветерансем пуçтарăнчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г. Н. Обаськин тата ял администрацийĕн пуçлăхĕ А. А. Бондарева ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Г. Н. Обаськин ветерансен кăкăрĕсем çине юбилей медалĕсем çакса ячĕ. Чăн малтан медаль Н. И.Солдатенковăн кăкăрĕ çинче ялкăшма пуçларĕ. Пĕтĕмпе вара пысăк наградăна 18 çын тивĕçрĕ. Ветерансем хăйсем сăмах илчĕç. Н. И. Солдатенков, А. И. Грошева, Е. Ф. Моисеева вăрçă çулĕсенчи йывăр вăхăт çинчен чун-чĕрене хумхантармалла каласа пачĕç. Г. Н. Тимофеева учительница ертсе пынипе, шкул ачисем тыл ветеранĕсене халалланă литературăпа музыка композицийĕ лартса пачĕç. Çĕнтерỹ уявне тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленсе, ялти клубра "Вĕсем Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ" стенд йĕркеленĕ, унта вăрçă паттăрĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Библиотекăра та Çĕнтерĕве халалланă кĕнеке выставки ĕçлет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 апреля 2005
00:00
Поделиться