ТАВРĂНАЙМАРĔ АТТЕ ВĂРÇĂРАН...
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа часах 60 çул çитет. Чăнах та, паянхи çамрăксем Çĕнтерỹ мĕн тери пысăк йывăрлăхпа килнине, Çĕнтерỹшĕн мĕн чухлĕ асап тỹснине пĕлсех каймаççĕ. Историри чăнлăха вара пĕлмеллех тесе шутлатăп. Пирĕн атте _ Тихон Прокопьевич Данилов _ 1907 çулта Асанкасси ялĕнче çуралнă. Çитĕнсе каччă пулсан Пăчăрлă Пашьел ялĕн чипер хĕрĕпе Евдокия Григорьевна Медведевапа пĕрлешнĕ. Хĕрĕхмĕш çулсен пуçламăшĕнче атте, ăста алăллăскер, колхозри столяр мастерскойĕнче ĕçленĕ. Пĕр ирхине ĕçе кайсан нумай та вăхăт иртмен, киле хăйĕн инструменчĕсене йăтса таврăннă. _ Вăрçă пуçланнă, _ тенĕ вăл аннене çав тери хурлăхлă сасăпа. _ Нимĕçсем пирĕн çине вăрă-хурахла вăрттăн тапăннă. Çак сăмахсене илтсен анне ĕсĕклесе йĕрсе янă, унпа пĕрле ачисем те куççуль тăкнă. Тепĕр кунне атте районта чăн малтисен шутĕнче фронта тухса кайнă. Анне тăватă пĕчĕк ачапа пĕччен тăрса юлнă. Аттене вăрçа ăсатсан виçĕ уйăхран эпĕ _ пиллĕкмĕш ача çут тĕнчене килнĕ. Эх, мĕн каласси, вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ нуша курман-ши пирĕн мăнтарăн аннесем? Ачисем пĕчĕк пулсан та, анне пĕр кун та килте ларайман. Мана тетесемпе пăрахса хăварса, çăвара мăян çăкăрĕнчен хатĕрленĕ ĕмкĕч хыптарса колхоз ĕçне васканă. Выçăллă-тутăллă пурăннине пулах улттăри аппа вилнĕ. Çын вилсен те килте нумай хуйхăрса ларайман _ бригадир ĕçе хăваланă. Аннепе пĕрлех тетесем те колхоз ĕçĕнче нушаланнă. Акă, тепĕр хăрушă хыпар çитнĕ _ Ленинграда хỹтĕлесе пирĕн атте пуçне хунă. Мĕнле кăна тỹссе ирттернĕ-ши çак хуйха анне чĕри? Аттен вил тăпри ăçтине те пĕлместпĕр, тем пек кайса курас килсен те каяймастпăр. Анне мĕн виличченех аттене аса илетчĕ, пире те унăн ятне упрама пехиллесе хăварчĕ.