Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САНИТАРИПЕ ЭПИДЕМИОЛОГИ ЛАРУ_ТĂРĂВĔ МĔНЛЕРЕХ?

Потребительсен прависене хỹтĕлес тата çын сывлăхĕшĕн тăрăшас тĕлĕшпе ĕçлекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи территори управленийĕ Шăмăршă районĕнче кăçалхи пĕрремĕш кварталта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ мĕнле пулни çинчен ятарлă информаци бюллетенĕ кăларнă. Пĕрремĕш кварталта Шăмăршă районĕнче дезинтерипе, сальмонеллезпа, менингококковăй инфекципе, вăраха тăсăлакан вируслă гепатитпа, туберкулезпа чирленĕ тĕслĕхсене регистрацилемен. Çав вăхăтрах инфекципе паразитарнăй чирсене 408 тĕслĕх е пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 18,1 тĕслĕх нумайрах шута илнĕ. Чукал вăтам шкулĕнчи 16 ача хĕрлĕ шатра чирĕпе чирленине тупса палăртнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 апреля 2005
00:00
Поделиться