ВĂРÇĂ АСАПĔ КАШНИ КИЛЕХ ÇИТНĔ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн Кивĕ Шăмăршă ялĕнчен 152 çын тухса кайнă. Пурте вăй питти, илемлĕ те кĕрнеклĕ арçынсемччĕ. Паян пирĕн ялта пĕртен-пĕр фронтовик _ сакăрвун иккĕри Ф.П.Каргин пурăнать. Çĕнтерĕве çывхартас тесе, ялти ватăсемпе хĕрарăмсем, ачасем ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ. Ун чух ĕçе хăçан каймаллине е хăçан ĕç пăрахмаллине сехете пăхса мар, хĕвел тăрăх пĕлнĕ. Çутă кунăн кашни минучĕпе туллин усă курнă. Пирĕн ялта вăрçă ачисем çирĕмĕн кăна тăрса юлчĕç. Вĕсем те çитмĕл çултан иртнĕ ĕнтĕ. Вăрçă вăхăтĕнче эпир 8-12 çулхи ачасем пулнă. Аннесемпе пĕрле колхоз хирне çум çумлама, тырă вырма, кĕлте сĕтĕрме, сурат тума çỹренĕ. Лашасене вăрçа илсе кайсан, вăкăрсене кỹлме вĕрентрĕмĕр. Пирĕн бригадăри питĕ маттур çамрăк Иван Алексеев вăкăра çулла çуна кỹлме хăнăхтарчĕ. 5-6 ача çуна çине хăпарса лараттăмăр та, çуна тупанĕнчен тусан йăсăрланса пыратчĕ. Ача ачах, выляс-кулас та килнĕ пуль. Вăкăрсемпех çĕр сỹрелеттĕмĕр. Пĕр ача тилхепе тытса пыратчĕ, тепри пушăпа хăратса хăвалатчĕ. Каярахпа икĕ вăкăра пĕрле плуга кỹлсе сухалама пуçларăмăр. Кĕркунне вăкăрпа кĕлте турттараттăмăр. Хĕл кунĕсенче Кучеке çити вутта çỹренĕ. Вăрман каснă çĕртен туратсем тиесе килеттĕмĕр. Вăкăрсем ывăнсан çул çинех выртатчĕç те, хăть йĕр, хăть кăшкăр _ канмасăр та тăмастчĕç. Пĕррехинче пире виçĕ ачана вăкăрпа шкул валли вутă турттарса килме хушрĕç. Пирĕнпе пĕрле Димитрий Петрович Яковлев учитель хăй те пычĕ. Çĕнĕ Картун патнех, 105 квартала кайса вутă тиесе таврăнтăмăр. Пире _ Н. Балканова, Н.Кудряшова тата мана _ учитель тав турĕ. Çапла вара шкула хутса ăшăтма вутă пулчĕ. Вăрçăран йывăр аманса таврăннисем тỹрех колхоз ĕçне хутшăнма пуçларĕç, çакă пирĕншĕн пысăк çăмăллăх пулчĕ. И.Семенов, К.Михайлов хăрах ураллă, И.Кудряшов хăрах алăллă пулсан та колхоз ĕçне çỹретчĕç. И. Кудряшова пĕр уйăхранах колхоз председателĕ пулма шанчĕç. М.Ельцовпа М.Евдокимов фронтран аллисене çĕмĕрттерсе таврăннăччĕ, вĕсене бригадир пулма çирĕплетрĕç. Е.Маштаковапа А.Ельцова та бригадирта ĕçлерĕç. Бригадирсем хальхи хăш-пĕр пуçлăхсем пек пулман, хăйсем те ыттисемпе пĕрлех çурла тытса тырă выратчĕç, авăн çапатчĕç. Çĕнтерỹ кунне халăх чун-чĕререн савăнса кĕтсе илчĕ. Анчах пирĕн аттесем фронтра вилнĕ, эпир телейлĕ ачасем çине ăмсанса пăхаттăмăр. Аннесемпе пĕрле ĕсĕклесе йĕреттĕмĕр... Вăрçă ачисем малаллахи çулсенче те йывăрлăхсене парăнмарĕç, пурнăç тилхепине çирĕп тытса пычĕç. Вĕсене манăн çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунас килет.