Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИЛПЕКПЕ БАРАЕВ ЮБИЛЕЙĔСЕНЕ ХАТĔРЛЕНСЕ

Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕ мухтавлă ентешсен _ Чăваш халăх пистаелĕн Илпек Микулайĕн тата Владимир Бараев-Сĕркке поэтăн юбилейĕсене тăрăшсах хатĕрленет. Паллах, шкул директорне хумхантаракан чи пысăк ыйту _ çурта юсаса илемлетесси, тирпей-илем тăвасси. Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, хальхи вăхăтра шкул чухăн учрежденисен шутĕнче, укçа-тенкĕ енчен çав тери йывăр. Çавăнпа та спонсорсемпе ял çыннисен пулăшăвне савăнсах кĕтетпĕр. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те шкул тĕлне манмаççĕ. Акă, Л.Кузьминапа Т.Малова çак кунсенче шкулта штукатурка ĕçĕсене пурнăçларĕç. Вĕсен ĕçне пăхсан кăмăл çĕкленет. Маларах Л.Гладкова та пĕр класри стенасене штукатурка турĕ. Çак виçĕ хĕр арăм хăйсен ĕçне тỹлевсĕрех, шкула пулăшас тесе чун ăшшипе турĕç. Пирĕн выпускниксем хушшинче паллă предпринимательсем те пур. П.Муллин шкула ксерокс парнелени учительсемпе ачасене чĕререн савăнтарчĕ. Нумаях пулмасть вара В.Юманов предприниматель шкула пĕр мăшăр йĕлтĕр тата волейбол мечĕкĕ парнелерĕ. Вĕсем пек ырă кăмăллă çынсем ытларах пулсанччĕ! Илпекпе Бараев-Сĕркке юбилейĕсене хатĕрленнĕ май, ял çыннисен хастарлăхĕ ỹссе пырасса, шкула ытларах пулăшасса çирĕп шанса тăратпăр. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпир Илпекпе Бараев-Сĕрккене пĕлнĕ район çыннисенчен хăйсен аса илĕвĕсене пирĕн шкула е "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцине ярса пама ыйтатпăр. Тен, укçа-тенкĕ тупса, пĕрлехи вăйпа аса илỹсен кĕнекине кăларма вăй çитерĕпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 апреля 2005
00:00
Поделиться