Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧĔКĔНТĔР ЫТЛАРАХ АКĂР _ СĔТЕЛ ТУЛЛИ ПУЛĔ

Шăмăршăра Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн (унччен ăна "хими завочĕ" теттĕмĕр) представителĕ пулчĕ, хуçалăхсен ертỹçисемпе тĕл пулса калаçрĕ. Паллах, химик ахальен килмен: завод администрацийĕ шăмăршăсемпе ĕçлĕ килĕшỹ тăвасшăн. Шăмăршă районĕнчи хуçалăхсем сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерессипе ĕçленĕ май, вăрнарсем гербицидсемпе тивĕçтерме шантараççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсем Ульяновск оюлаçĕнчи Чăнлăри заводпа килĕшỹ тунă иккен. Эпир хамăр çитĕнтернĕ пылак тымар çимĕçе Чăнлăри завода леçетпĕр, вăрнарсем гербицидшăн çак тухăçăн пĕр пайне илĕç. Шутласа пăхсан, пирĕншĕн те, вăрнарсемшĕн те меллĕ. Кăçал районта сахăр чĕкĕнтĕрне нихçанхинчен те нумайрах _ 1400 гектартан кая мар çитĕнтерме палăртнă. (Танлаштарма: пĕлтĕр 900 гектар пулнă). Уйрăммăн илсен, сахăр чĕкĕнтĕрĕ валли "Колос" 300, "Исток" - 180, Киров ячĕллĕ хуçалăх - 80, "Шанс" -100, "Восход" - 80, "Искра" - 80, "Карлинская" Агрофирма" 50 гектар уйăрасшăн. Паллах, çакăн пек пысăк лаптăка алăпа çумласа пĕтереймĕн, çавăнпа та 80 процентне çын вăйĕпе усă курмасăр _ гербицидсем пулăшнипе çитĕнтересшĕн. Вăрнарти заводпа тăвакан килĕшỹ вăя кĕрсен, пур хуçалăх та кирлĕ чухлĕ гербицид илме пултарĕ. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ В.П.Севрюгин гербицидсемсĕр пуçне минераллă удобренисем туянмаллине уйрăммăн палăртать. Удобренисĕр тухăçлă пулаймăн. Пысăк тухăç илес тесен, сахăр чĕкĕнтĕрне унччен кĕрхи культурăсем йышăннă е таса пусă хăварнă, органикăпа пуянлатнă лаптăксене акмалла. Агротехника ĕçĕсене чи лайăх сроксенче пурнăçламалла: вăхăтра нỹрĕк тытмалла, çĕре лайăх кăпкалатса тикĕслемелле, хире 2 кунтан юлмасăр акса хăвармалла. Акнă хире катокпа тикĕслеме те манмалла мар. Паллах, калчасене хỹтĕлемелли препаратсемпе тĕрĕс те вырăнлă усă курмалла. Районта лайăх опыт çук мар. Пĕлтĕр, сăмахран, "Колос" хуçалăх сахăр чĕкĕнтĕрне алă вăйĕпе усă курмасăр, гербицидсем пулăшнипе çеç çум курăксенчен тасатрĕ. Ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче калчасене çум пусса илнĕччĕ пулсан, "Колосра" рет хушшисем тап-тасаччĕ, чĕкĕнтĕрĕ те парка çитĕнчĕ. Хуçалăхсенче сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртекен комбайнсем 8 шутланаççĕ. Чăнах та, çакă çителĕксĕр, гектарсен шучĕ ỹснĕ май техника туянас ыйту та çивĕч тухса тăрать. Чĕкĕнтĕре пысăк лаптăксем çинче çитĕнтерме шутлакан хуçалăхсен ертỹçисен халăхпа килĕштерсе ĕçлессине чăн мала хумалла. "Гербицида шан та, хĕрарăм алли çинчен ан ман", - тенĕччĕ "Искра" кооператив председатлĕ М.Хамдеев хирсене хакламалли смотрта. Ман шутпа, Менир Хасянзяновичăн сăмахĕнче тĕрĕсси нумай. Халăх вăйĕ яланах темле пысăк йывăрлăха та çĕнтернĕ. Çакна ертỹçĕсен шута илмеллех



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 апреля 2005
00:00
Поделиться