ЯЛТА ЫРĂ ЯТЛĂ
Акулина Васильевнапа Иван Григорьевич Романовсем тĕнчене "çĕнĕ кайăк" килессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вăхăт çитсен, вĕсен хĕр пĕрчи çуралнă, Саня ят панă ăна. Кунпа мар, сехетпе ỹснĕн туйăннă хĕрача, сывлăх тĕлĕшĕнчен те Турă ăна кỹрентерсех кайман. Шкулта та лайăх вĕреннĕ вăл. Анчах Санян шкул пурнăçĕ виçĕ çула çеç тăсăлнă. Айăпĕ - вăрçă пуçланни... 1941 çулта Санян ашшĕ фронта тухса кайнă, тепĕр çултан Коля тетĕшне те черет çитнĕ. Амăшĕ киле пилĕк ачапа тăрса юлнă, чи асли _ Саня. Ун чухне вăл вун пиллĕкре пулнă. Вăй питти çынсем вăрçа тухса кайнăран ял пушанса юлнă, пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча çине тиеннĕ. Саняран та пăрăнса иртмен çак шăпа: ир пуçласа каçчен колхоз ĕçĕнче пилĕк авнă вăл. Ĕçĕ вара çителĕклех пулнă: алă вĕççĕн тырпул акса пухса кĕртнĕ, авăн çапса фронт валли тырă, çур аки валли вăрлăх хатĕрленĕ. Вăрманта тỹссе ирттернĕ терт-нуша та унăн асĕнче яланлăхах юлнă. Улатăрпа Суйкăнра, Баскакра мĕн чухлĕ йывăç касса хатĕрлеме тивмен-ши? _ Нăйкăшман, пуçа усман, _ аса илет халĕ Александра Ивановна. _ Арçын ачасенчен юлман... Çи-пуç енчен те питĕ начар пулнă, уйрăмах урана тăхăнмалли çукки тарăхтарнă. Вăрман ĕçĕнче çăпата вăрах тỹстĕр-и вара? Енчен те ăна ху тума пĕлсен юрĕ-ха, çук-тăк ирĕксĕрех çын куçĕнчен пăхма тивет. Ку тĕлĕшпе те аптăрасах кайман çамрăк хĕр: каçсерен, ĕç хыççăн, хăй валли çеç мар, тантăшĕсем валли те çăпата хуçнă. Инкек-синкекĕ те юнашарах çỹренĕ тата. Пăрлă шыва кĕрсе ỹкни сахал пулнă-и вара? Юрать-ха, ĕçлекенсем пĕр-пĕрне куçран вĕçертмен: йывăç çапасран, шывпа юхса каясран асăрхасах тăнă. Çанталăк еплерех сивĕ тăнă тата. Шартлама кунсенче сурчăк çĕре ỹкмен. Ĕç хыççăн та сивĕ бараксенчех выртса тăма тивнĕ. Çакна пулах ĕнтĕ çынсене чир-чĕр çулăхнă, нумайăшне ĕмĕрлĕхех сусăрлатса хăварнă. Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман, çынсем выçăпа асапланнă. Кăштах çăкăр тупас тесе кỹршĕллĕ Тутар республикинчи ялсене çунашкапа е урапапа вутă сахал туртнă-и вара? Çуркунне пахча чавма, кĕркунне çĕр улми кăларма çỹреме те тивнĕ. _ Тем те курнă, тỹснĕ эпир, _ тет Александра Ивановна. _ Пирĕн нушана никамăн та ас тивмелле ан пултăрччĕ... Ака вăхăтĕнче Патирекпе Ярăславран тăраттайкăпа мĕн чухлĕ вăрлăх турттарман-ши тата? Çанталăкĕ те уясах тăман: çумăрĕ те çунă, хĕвелĕ те пĕçертнĕ. Ку темех мар _ çул çинче тăраттайкăсем те тỹсеймен, çĕмĕрĕлнĕ, ваннă. Çынсем вара чăтнă. Текех çамрăк мар ĕнтĕ А. Романова. Килте икĕ йăмăкĕпе пурăнать вăл. Пĕр тăвансем çулĕсене пăхмасăр ахаль лармаççĕ, пĕтĕм ĕçсене хăйсем пурнăçлаççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Романовасем ял çинче те ырă ятлă.