Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУШАР ЧАÇĔН ХУДОЖЕСТВО КОЛЛЕКТИВĔ

 ПĔРРЕМĔШ Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисене районти пушар чаçĕн работникĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Акă, çак кунсенче пирĕн художество коллективĕ Канаш зонинчи смотр-конкурсра хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Хор, солистсем, ансамбльсем юрланă юрăсене, сценкăсене, сăвă-такмаксене (аккомпаниатор тивĕçне В.И.Харитоновпа К.В.Анисимов баянистсем пурнăçларĕç) жюри членĕсем чи пысăк балсемпе хакларĕç. 6 районти пушар чаçĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнни, паллах, пирĕн коллектива пысăк чыс кỹчĕ. Çывăх вăхăтрах коллектив хăйĕн концерт программине республикăри конкурсра та кăтартать



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться