Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЛАШМАН ХУНАВĔСЕМ ВĂЙ ИЛЕÇÇĔ

Чăвашсен паллă писателĕ, Чăваш радион чăн малтанхи дикторĕ, писательсен "Канаш" союзне тата "Капкăн" журнала, республикăри Пукане театрне йĕркелекенсенчен пĕри Çтаппан Лашман çуралнăранпа кăçал 105 çул çитет. Виçĕ халăх çыннисем пурăнакан Патирекре хăйсен ентешне асрах тытаççĕ. Акă, çак кунсенче кăна-ха ялти тулли мар шкулта "Патирек çутисем" ятлă хаçат тухма пуçланă. Хаçат ячĕ пирки ыйтсан, шкул директорĕ С.Хамдеева ăна Лашманăн "Патирек çутисем" кĕнекин ятне пани çинчен пĕлтерчĕ. Хаçат уйăхра пĕрре тухать, ăна ачасем хăйсемех компьютерпа пуçтарса кăлараççĕ. Малтанхи номере шкул историне тата паянхи пурнăçне халалланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться