Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИЛĔРТЕÇÇĔ КУÇА АЧАСЕН ĔÇĔСЕМ

Анат Чаткасри вăтам шкула кайсан, ачасен ал ăсталăх кружокĕсен ĕç-хĕлĕпе кăсăклансах паллашрăм. Малтанах педагогикăра пысăк опыт пухнă С. Н. Захарова вĕрентекен пĕрлештернĕ классенчи ачасен ĕçĕсене пăхса тухрăм. Ачасем Светлана Николаевна ертсе пынипе папье-машье материа-лĕнчен хатĕрленĕ, сăрласа илемлетнĕ тĕрлĕ чĕрчунсен, Хĕл мучипе Юр пикен кĕлеткисем, ỹсен-тăранпа, тăмпа усă курса тунă композицисем, хитре тĕрĕсем чунра ăшă туйăмсем хăварчĕç. 2-мĕш класри А. Бакланова, М. Воробьев, Н. Козлов, А. Лукьянова, Д. Савельев, А. Угасина, 4-мĕш класри В. Андреев, М. Брусова, В. Данилов, И. Кузьмина, А. Морозов, А. Тихонова тата Алексейпе Кристина Юнкеровсем ал ăсталăх ĕçĕсене юратса тата творчество туйăмĕпе туни тỹрех сисĕнчĕ. Л. Н. Нянин учитель ертсе пыракан кружокри 5-7 тата 8-11 классенчи ачасем вара йывăçран тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем, сĕтел-пуканпа çунашкасем ăсталаççĕ, изоискусство композицийĕсем хатĕрлеççĕ. Килти хуçалăх валли те ачасем нумай япала тăваççĕ. Таварсен хакĕсем ỹссех пынă май, çакнашкал ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов пĕлтĕр Шупашкарта йĕркеленĕ творчество конкурсĕнче Леонид Николаевичăн воспитанникĕсен изоискусство ĕçĕсене лайăхпа палăртса хăварнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться